Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Портал урлă - 30 процент йÿнĕрех

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинисене 30 процент йÿнĕрех тÿлеме пултараççĕ.

Çакăн пирки калакан улшăнусене РФ Налук кодексне пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕрке Раççей тата ют çĕршыв паспортне илес, транспорт хатĕрне регистрацилес, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăллă пулас текенсене тата ыттисене те пырса тивет.
Асăннă çăмăллăха тивĕçес тесен темиçе условие пăхăнмалла:
Пулăшу илес тĕллевпе gosuslugi.ru портал урлă заявлени памалла.
Патшалăх пошлинине укçасăр тÿлемелли меле суйласа илмелле. Операцие банк картти /MasterCard, Visa, Мир/ тата электрон енчĕк /QIWI, Webmoney, Яндекс.Деньги/ е карас телефонĕ /федераци операторĕсем/ урлă пурнăçлама пулать.
Тĕслĕхрен, ют çĕршыв паспортне хатĕрленĕшĕн 3500 тенкĕ мар, 2450 тенкĕ тÿлемелле пулать. Наци водитель удостоверенийĕшĕн вара - 2000 тенкĕ мар, 1400 тенкĕ.
Патшалăх пошлинисене 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченех йÿнĕрех тÿлеме май килет.



"Урмарская районная газета"
14 января 2017
09:03
Поделиться