Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ертсе пынипе район экономикине модернизацилессипе тата технологи тĕлĕшĕнчен аталантарассипе канашлу  иртнĕ. Ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен руководителĕсем, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн информаципе аналитика ĕçĕн уйрăм начальникĕ Е.Яковлева хутшăннă. 

Кварталта пĕр хутчен иртекен лару кăçал виççĕмĕш хутчен иртрĕ, яваплă çынсем пурĕ 5 тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова районти пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшлă пайĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, организацисемпе предприятисен налук енĕпе çыхăннă парăмĕсене асăнса тухрĕ. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн информаципе аналитика уйрăм начальникĕ Елена Геннадьевна харпăрлăх çине хывакан налуксене шыраса илес ĕçпе паллаштарчĕ. Чи пысăк парăм - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн. Çакă шкулсенче усă курман транспорт хатĕрĕсем тытса тăнипе çыхăннă. Вĕсемпе усă курмаççĕ пулин те налукне вара тÿлемелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çак енĕпе шкул директорĕсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки каларĕ. 
Çавăн пекех районти çак организацисен парăмсем пур: «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Вăрмарти механика завочĕ» АУО, «Аванпром», «Вăтам Энĕш», «Вăрмарти электричество сечĕсем» тулли мар яваплă обществăсен. Предприятисемпе организаци ертÿçисем парăмсене тÿлесе татма шантарчĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов «Шигали» ЯХПК хуçалăх ертÿçине Юрий Алексеевича вара парăмсăр ĕçленĕшĕн ырларĕ.
Е.Яковлева ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене парăмсене тÿлесе татассипе ĕçлес ĕçре ятарлă работник уйăрса пама шантарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнти халăха налуксене вăхăтра тÿлемелли, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарма ыйтрĕ.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Николаев тырă вырса пуçтармалли тата çĕрулми кăлармалли ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Районта тĕш-тырăна пухса кĕртессине вĕçленĕ. Пурĕ 37 пин те 114 тонна тĕш-тырă вырса илнĕ. Çумăрлă çанталăка пула районти хуçалăхсенче çĕр улмине планпа палăртнинчен 53 процент таранччен кăна пуçтарса илнĕ. Пурĕ çĕр улмие 709 гектар çинчен пухмалла пулсан 382 гектар çинчен кăна пухнă. Çумăр çуса тăнине пула районта кăçал иртнĕ çулхипе танлаштарсан çĕр улми пухса кĕртесси вăраха тăсăлчĕ. Хăмлана вара районта татса пĕтернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, промышленноçпа суту-илÿ тата экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр пайĕсене регистрацилессипе активлăрах ĕçлемеллине каларĕ. Çак енĕпе Чупай, Кĕлкеш ял тăрăхĕсем активлă ĕçлеççĕ, Кавал ял тăрăхĕ вара - начартарах. Надежда Ильинична ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çак ĕçе васкатмаллине палăртрĕ.



01 октября 2016
16:48
Поделиться