Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Унăн ырă ячĕ ĕмĕрĕпех упранĕ

Унăн ырă ячĕ ĕмĕрĕпех упранĕ

Сентябрĕн 28-мĕшĕнчи кĕрхи ăмăр кун  «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн  тĕпелĕ ăшăпа, Вăрмар районĕн аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă аслă ÿсĕмри хисеплĕ çынсен ырă аса илĕвĕсемпе тулчĕ. Аса илÿсен тĕп сăнарĕ вара - «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн редакторĕ пулнă Ванифатий Андреевич Андреев пулчĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вăл çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Шел пулин те, çак сумлă çула пурăнса çитеймерĕ В.Андреев. Анчах та унăн ячĕ, ырă сăнарĕ ăна пĕлекен çынсем хушшинче ĕмĕрех упранĕ. 

1970-1987-мĕш çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ сумлă ĕçтешĕмĕре халалласа редакцире «çавра сĕтел» иртрĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова ятарласа мероприятие Ванифатий Андреевичăн мăшăрне Раиса Федоровнăна, хĕрне Лилия Ванифатьевнăна, унпа пĕрле ĕçленĕ ĕçтешсене, ăна лайăх енчен кăна пĕлекен районăн хисеплĕ çыннисене йыхравланă. Вĕсен хушшинче В.Алексеев, Н.Васильев, В.Петров, В.Афиногенов, А.Белова, Г.Чернов, В.Цыфаркин, Н.Васильев, Л.Васильева пулчĕç. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Р.Иванова, Г.Корытникова ятарласа В.Андреева халалласа презентаци, буклет хатĕрленĕ. Р.Иванова библиотекарь кунта пухăннисене 17 çул «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине ертсе пынă паллă редактор çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Мероприятие пухăннисем кашниех Ванифатий Андреевичпа пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илсе нумай лайăх сăмах каларĕç. Лилия Ванифатьевна ашшĕ çинчен каланă нумай ырă сăмаха итлесе куççульленмесĕр те чăтаймарĕ. Аса илÿсенчен çирĕплетсе калама пулать: чăннипех те çав тери кăмăллă та сăпайлă, вашават та пултаруллă, çынпа чуна уçса калаçма, сăмаха тытма пултаракан çын пулнă унăн ашшĕ. Раиса Федоровна та мăшăрĕпе пĕрле 58 çул пурăннине аса илсе усалли нимĕн те аса илеймест, пĕтĕм ырри кăна. Ванифатий Андреевич ачисене лайăххине кăна вĕрентсе ÿстернĕ. Мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕпе чунтанах савăннă вăл, вĕсене, аса илÿсем ытла та «йÿçĕ» пулин те, вăрçă çулĕсем çинчен каласа панă. Ĕç вара уншăн малти вырăнта пулнă. Пĕрле ĕçленĕ пĕлĕшĕсен пурнăçĕнче вăл хисеплĕ вырăн йышăнать. Ĕçре вăл сасса хăпартса калаçма пĕлмен, хăйне шанса панă тивĕçе тĕплĕн туса пынă, шанчăклă пулнă. Ванифатий Андреевич епле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан е хаçатра йăнăш пулсан тÿрех çÿçне аллипе якатма пуçланă иккен. Çакăн тăрăх редакци ĕçченĕсем тÿрех ăнланнă: темĕнле пăтăрмах е аван мар япала пулнă. Аса илÿсен серепине лекнĕ май пухăннă хăнасем хаçат пурнăçĕнчи тĕрлĕ çулсенчи пулăмсене асăнчĕç. Ванифатий Андреевичăн мăшăрĕ Раиса Федоровна, хĕрĕ Лилия Ванифатьевна çакăн евĕр тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕшĕн, хăйсен çывăх çыннине хисеплесе килнĕшĕн тав турĕç.



01 октября 2016
16:46
Поделиться