Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Трактор» операци

Патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕпе ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕрле кашни çулах августăн 1-31-мĕшĕсенче «Трактор» операци уйăхлăхĕ ирттереççĕ. 

Халĕ «Трактор» операци уйăхлăха механизаторсем хушшинче профилактика ĕçĕсене тăтăшах ирттерсе тăрас, ĕççи вăхăтĕнче тата ытти чухне те право йĕркисене пăсса инкек-синкек пуласран тата çынсем инкек ан курччăр, патшалăх пурлăхне упрас тата тавралăха сиен ан кÿччĕр тесе ирттереççĕ. Çак тапхăрта инспекторсем кану е уяв кунĕсене пăхмасăрах техника хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсемпе усă курмалли йĕркесене пăхăннипе пăхăнманнине, киввисене шутран кăлармаллине, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнипе кăсăкланĕç. ГИБДД тата массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле ятарласа рейдсем пулĕç.
Палăртнă йĕркесене пурнăçламаннисене тивĕçлипе явап тыттарĕç. Çавăнпа та патшалăх техника асăрхавĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи инспекцийĕ пур техникăна та патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллине, çавăн пекех техникăна регистрацилемеллине палăртать. Çулсем çинче асăрханулăха ÿстермеллине, ĕççине хутшăнакан пур ялхуçалăх техникине те пушар сÿнтерекен хатĕрсемпе тивĕçтермеллине тепĕр хут аса илтерет. Юсавлă техникăпа ĕççине те агротехника требованийĕсене пăхăнса кĕске вăхăтра вĕçлеме пулнине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та йĕркене пăхăнса ĕçлемелле.

 



03 августа 2016
16:34
Поделиться