Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ту çинче те чупаççĕ

14 апреля 2017 г.

Çăмăл атлетсем Ставрополь крайĕнчи Бештау тăвĕ çинче вăй виçнĕ. Унта сăрт çинче чупас енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăрту стартне Чăваш Ен спортсменĕ Роман Куликов та тухнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан каччă 18 çула çитмен атлетсен йышĕнче тупăшнă. Вĕсен çÿлелле 435 метр чупса хăпармалла пулнă. Палăртнă дистанцие (4820 метр) виççĕмĕш вĕçлесе пирĕн ентеш бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Сăмах май, нумаях пулмасть РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Валентин Даваловăн вĕренекенĕсем Михаил Киргизовпа Альберт Челейкин кроссменсем хушшинче иртнĕ Раççей кубокĕнчен «кĕмĕлпе» таврăннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика