Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр пахалăхĕн пĕлтерĕшлĕ

14 апреля 2014 г.

Эпир, чăвашсем, «Велосипед, велосипед такăр çула юратать...» тесе ахальтен такмакламастпăр. Автотранспорт çулĕсем кирлĕ шайра пулнин пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Çакă вăл çул çÿрессин хăрушсăрлăхĕпе, апла пулсан çулсем çинче инкек-синкек пулассипе те тÿрремĕнех çыхăннă. Кунсăр пуçне çулсем çинчи шăтăк-путăка лексе техника хатĕрĕсем те самай ванаççĕ. Çавна май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхне Владимир НИКИТИНА район территорийĕнче çулсем çинчи çурхи юсав ĕçĕсене мĕнле йĕркелени пирки каласа пама ыйтрăм:

- Хальхи вăхăтра район территорийĕнче федераци пĕлтерĕшлĕ çулсемсĕр пуçне республика пĕлтерĕшлисем 94,4 километр тата муниципалитет пĕлтерĕшлисем 201,8 километр шутланаççĕ. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ асфальт çулсем 95,4 километр тата сарман çулсем 293,4 километр. Паллă ĕнтĕ, çуркунне çулсем ванмасăр пулмасть. Çавăнпа та юсав ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерни пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать.

Уйăх каяллах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асфальт сарнă çулсем тасалса пынă май кая хăвармасăр федераци, регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче юсав ĕçĕсене тытăнасси пирки хушу кăларнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн çулсене юсассипе подряд организацийĕсем туса ирттермелли ĕçсен калăпăшне, графикĕсене çирĕплетнĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пысăк тиевлĕ автотранспорт хатĕрĕсене çÿреме вăхăтлăх чарчĕç. Çакă та çулсене тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварассипе çыхăннă.

Асфальт сарнă çулсене кĕрхи сивĕсем чухне тата çуркунне юсассин хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Ку тапхăрта яланхи технологипе усă курса вĕри асфальт сарма май çук. Çакă çул-йĕр ĕçченĕсем умне те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Унччен хатĕрлесе хунă сивĕ асфальт сарма тивет.

Пирĕн район территорийĕнчи çулсем çинче юсав ĕçĕсене акционерсен «Чувашавтодор» уçă обществин бригади мартăн 21-мĕшĕнче пуçăнчĕ. Бригада членĕсем мартăн 21 - 26-мĕшĕсенче юсав ĕçĕсене Муркаш - Шаптак çул çинче 40 тăваткал метр, мартăн 27 - 28-мĕшĕсенче Хуракасси выççăлкки - Шурча çул çинче 20,1 тăваткал метр, мартăн 31-мĕшĕнче Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Атăл - Вăрăмой çул çинче 8,5 тăваткал метр, апрелĕн 1-мĕшĕнче Муркаш - Шетмĕпуç - Анатри Панкли - Вăрманкасси çул çинче 26 тăваткал метр пурнăçларĕç.

Автомобиль çулĕсене юсас ĕçсене майăн 7-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Акционерсен «Чувашавтодор» уçă обществи автомобиль çулĕсене тытса тăрассипе республикăри сумлă организацисенчен пĕри шутланать. Çул-йĕр ĕçченĕсем юсав ĕçĕсене пахалăхлă туса ирттерессе шанас килет. Асăннă организаци бригадисем паян республикăри ытти районсенче те тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕсенче те вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче юсав ĕçĕсене туса ирттересси пирки манма кирлĕ мар.

Сăмах май çак кунсенче чикĕллĕ яваплăхлă «ПГС-1» обществăн бригади те районти çулсем çинче юсав ĕçĕсене пурнăçлама пуçăнчĕ.

Тавралăх юртан тасалса пĕтме тытăнчĕ. Пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Çÿп-çап уйрăмах çулсем хĕррисемпе сахал мар пуçтарăннă. Вырăнсенче çак тапхăрта субботниксем йĕркелесси, çулсен хĕррисене, обществăлла вырăнсене, ытти территорисене тасатса тирпейлесси пирки манмалла мар. Кашнийĕнех ответлăха туймалла.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика