Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхравларĕ

Кĕчкей ялĕнче спортпа туслă çынсем сахал мар. Кунти "Женьшень" сывлăх клубне çỹрекенсем çак енпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, нумай пулмасть Раççей шайĕнче "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2017" массăллă чупу иртрĕ. Кĕчкейсем те ку мероприятирен аякра юлмарĕç. Ăмăртăва йĕркелес енĕпе культура ĕçченĕ Е. Мокеева нумай тăрăшрĕ. "Женьшень" клуб ертỹçи В.Маклашкин ятарлă парнесем хатĕрлерĕ. Старта тухнисене спорт уявĕн ячĕпе Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Алаев тата "Женьшень" клуб ертỹçи В.Маклашкин саламларĕç. Ăмăрту хыççăн çĕнтерỹçĕсене грамотăсем, парнесем парса чысларĕç. Хĕрачасем хушшинче Софья Мокеева, арçын ачасем хушшинче Николай Алаев, яшсем хушшинче Максим Алюшин чи маттуррисем пулчĕç. Арçынсенчен чи хăвăрт чупаканни Турханкасси лесничествин ĕçченĕ Геннадий Алюшин пулчĕ. Хĕрарăмсенчен Татьяна Герасимова палăрчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Е.Мокеева вĕри чейпе тата тутлă кукăльпе сăйларĕ. В.ИВАНОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 февраля 2017
14:31
Поделиться