Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Наркомани - хăрушă чир

Наркомани чирĕ çинчен юлашки вăхăтра тăтăшах калаçаççĕ. Çак чир чăнах та чи хăрушшисенчен пĕри. Вăл час-часах вилĕм патне илсе пырать. Камсем-ха вĕсем, наркоманипе чирлекенсем. Нумай-и вĕсем пирĕн тăрăхра. Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир районти тĕп больницăра ĕçлекен врач-нарколога Маргарита Николаевна НИКОЛАЕВĂНА ыйтрăмăр.

- Пирĕн районта диспансер учетĕнче 6 наркоман тăрать, профилактика учетĕнче - 9 çын. Диспансер енĕпе эпир наркоманипе йывăр чирлекенсене сăнаса тăратпăр. Вĕсем Шупашкарти наркодиспансерта сипленнĕ, анчах та вĕсен тапхăрăн-тапхăрăн (палăртнă вăхăтра) пирĕн пата çỹресе тăмалла. Наркоманипе хăвăртах чирлесе кайма пулать, анчах сипленме вара йывăр.

- Çак чиртен тĕппипех сипленме пулать-и. - Врачсем чирлĕ çынна тухăçлă сиплес тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Ытти вара чирлĕ çынран хăйĕнчен нумай килет. Унăн наркоманирен сипленес кăмăлĕ вăйлă пулмалла. Чун енĕпе хăватлăраххисем наркотиксенчен тĕппипех сивĕнме, йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма пуçлаççĕ. Теприсен вара хевти начартарах. Пĕр тапхăр сипленнĕ хыççăн каллех наркотиксемпе усă курма тытăнаççĕ. Вĕсене вара тепĕр хут сиплеме лекет.

- Камсем ытларах наркотикпе ашкăнаççĕ. - Учетра тăраканнисем - 20-35 çулсенчи çамрăксем . Диспансер учетĕнче тăракан 6 çынран 4-шне наркотиксене упранăшăн тата сутнăшăн судпа айăпланă. Чăн-чăн наркотиксем питĕ хаклă. Вĕсене туянма пирĕн тăрăхри наркомансен укçи çитеймĕ. Вĕсем ытларах мăкăньрен (маковая соломка) тунисемпе тата ытти наркотик суррогачĕсемпе усă кураççĕ. Анчах та вĕсене туянма та сахал мар укçа кирлĕ. Çавăнпа та наркотик çулĕ çине пуянрах çемьесенче çитĕнекен çамрăксем тăраççĕ. Сăмахран, çỹлерех асăннă 6 çамрăкран 4-шĕ - уйрăм предпринимательсен çемйисенчен. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене укçапа иртĕхтермелле мар. Ку ырри патне илсе çитермест. - Мĕншĕн-ха хăшпĕр çамрăксем наркотиксемпе ашкăнма пуçлаççĕ.

- Тĕрĕссипе каласан, никам та хăйне наркоман пулап тесе шутламасть. Çак еннелле пĕрремĕш утăма пĕр-пĕр ушкăна (компание) пуçтарăнсан тăваççĕ. Пĕрне кура теприн те "чарнă çимĕçе" тутанса пăхас килет. Уйрăмах çакнашкал компанисене ашшĕ-амăшĕн ăшши çитмен, тĕрĕс воспитани илеймен çамрăксем çакланаççĕ. Пĕр енчен, тулашĕнчен пăхсан çемье йĕркеллех пек. Ашшĕ-амăшĕ чипер çынсемех, лайăх укçа ĕçлесе илеççĕ, кунĕ-кунĕпе ĕçре. Ачине вара асăрхаса çитереймеççĕ, вăл кампа тата ăçта вăхăт ирттернине пĕлмеççĕ. Кун пек шанчăксăр компанисене юри явăçтаракансем те пур. Сăмахран, наркотик сутакансем пуян çемьери çамрăксене "йĕп çине" лартма тăрăшаççĕ. Ара, вĕсенчен ытларах укçа сăптăрса илме пулать -çке.

- Хăшпĕр çамрăксен ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхет. Нумай чух ачисем те вĕсенчен усал тĕслĕх илеççĕ, вĕсен çулĕ çинех тăраççĕ. Çакăн пек çемьесенчен тепĕр чух наркомансем мар, токсикомансем тухаççĕ. Çапла мар-и.

- Токсикомансем пуçа минретекен шĕвексен пăсĕпе сывлаççĕ. Чăнах та, çак япаласем хаклă мар. Вĕсене туянма та укçа нумай кирлĕ мар. Анчах та вĕсем сывлăха наркотиксенчен кая мар хавшатаççĕ, уйрăмах ỹпкене, пуç мимине сиенлеççĕ. Пирĕн патра учетра токсикоманипе чирлекен икĕ çамрăк тăрать. Пĕри 15 çулта çеç. Вăл ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех тăлăха тăрса юлнă, мĕншĕн тесен лешсене эрехпе иртĕхнĕшĕн ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Паллах, çакăн пек çамрăксене питĕ хĕрхенес килет. Ашшĕ-амăшĕн ачана çуратнипе çеç çырлахмалла мар, ăна пăхма тата тĕрĕс воспитани пама та яваплăх туймалла.

- Алкоголизм пирки сăмах пуçларăмăр пулсан, унпа чирлекенсем районта нумай-и.

- Учетра алкоголизмпа чирлĕ 282 çын тăрать. Вăл та хăрушă чир. Анчах та ăна, наркоманипе танлаштарсан, сиплеме çăмăлтарах. Тата çакна палăртас килет. Алкоголизмпа аптăракансем хушшинче ВИЧ-инфекципе чирлисем сахал мар. Çакă вĕсем ỹсĕр пуçпа тĕлли-паллисĕр ар хутшăнăвĕсене кĕнипе çыхăннă.

- Учетра тăракан наркомансем хушшинче пур-и ВИЧпа чирлисем. Наркомани чирĕ те ВИЧпа юнашарах утса пырать-çке.

- Телее, вĕсем хушшинче ВИЧпа чирлисем çук. Анчах та пурте тенĕ пекех гепатитпа аптăраççĕ. Çак чире вĕсем наркотикпа усă курнă чух алран алла куçса пыракан йĕпрен лектернĕ. - Районта ВИЧпа чирлĕ миçе çын шутланать. Паянхи кун тĕлне ВИЧпа чирлĕ 57 çынна шута илнĕ. Пĕлтĕр тỹрех 16 çын хутшăннă, икĕ çын çак чире пула вилсе кайнă. - Тавтапуç Сире, Маргарита Николаевна, кăсăклă калаçушăн тата тулли хуравсемшĕн.

И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 января 2017
16:20
Поделиться