Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чирлесен - ФАПа

Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 29-мĕшне Светлана Александровна Бушкова паянхи кун пекех астăвать. Ун чухне Кукашни ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ăна чаплă лару - тăрура уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăй килнĕччĕ, Светлана Александровнăн шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнăччĕ, ăна çĕнĕ вырăнта ĕçлеме ăнăçу суннăччĕ. Чăнах та, çĕнĕ ФАПа С.Бушкова пысăк ырлăх тесе шутлать. Кунта ĕçлемелли условисем питĕ аван - таса, çутă, ăшă. ФАПа малтанхи пулăшу памалли хальхи йышши медицина инструменчĕсем, оборудовани вырнаçтарнă. Ял хутлăхĕн те çĕнĕ сиплев çуртне газ оборудованийĕпе, шывпа, электричествăпа тата канализаципе тивĕçтерме, çывăхри лаптăкра тирпей-илем тума сахал мар укçа тăкаклама лекнĕ. Светлана Александровна медицина сферинче 26-мĕш çул ĕçлет. Малтан вăл Шупашкарти больницăра медицина сестринче вăй хунă. Анчах та 7 çул каялла Кукашнире пурăнакан амăшĕн сывлăхĕ хавшасан хăйĕн ачипе яла пурăнма куçнă. Ял тăрăхĕнче ФАП пурри вырăнта пурăнакансемшĕн, паллах, пысăк çăмăллăх, уйрăмах - çулланнă тата ватă çынсемшĕн. Пысăк юн пусăмĕпе, чĕре чирĕпе, сыпăсем ыратнипе аптăракансем фельдшер пунктне час-часах пырса çỹреççĕ, тĕрлĕ процедурăсем витĕр тухаççĕ. Вĕсене С.Бушкова сипленмелли рецептсем çырса парать, сĕнỹсемпе пулăшать. Йывăртарах чирлисене вара направленипе Сĕнтĕрвăрринчи тĕп больницăна ярать. Хăшпĕр чух "Васкавлă пулăшу" та чĕнме лекет. Хĕллехи вăхăтра çынсем ытларах ỹпке чирĕсемпе, вăл шутра гриппа, аптăраççĕ. Турра шĕкĕр, ял хутлăхĕнче пурăнакансен 60 ытла проценчĕ грипран прививка тутарнă. Çавăнпа та эпидеми тапхăрĕ ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн пысăк хăрушлăх пулмасса шанать Светлана Александровна. С.Бушковăна кулленхи ĕçре Е.Васильева санитарка пулăшса пырать.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 января 2017
15:04
Поделиться