Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял сăн-сăпачĕ улшăнать

Кукашни ял хутлăхне пилĕк ял кĕрет - Кукашни, Маклашки, Макаçкасси, Пĕчченхыр тата Çĕнĕ Кукашни (Юрьевка). Вĕсенче 1100 яхăн çын пурăнать. 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ял хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче Светлана Юрьевна Емельянова ĕçлет. Ăна Елена Ивановна Степанова специалист-эксперт, 1-мĕш разрядлă специалист Галина Михайловна Григорьева пулăшса пыраççĕ. Çар учечĕн ĕçне Любовь Николаевна Шубина пурнăçлать. Ял хутлăхĕн администрацийĕ халĕ 2014 çулта хута янă Культура çуртĕнче вырнаçнă. Кунта ял вулавăшĕ валли те вырăн тупăннă. Паллах, çĕнĕ культура вучахĕпе Кукашни ял тăрăхĕнче пурăнакансем питĕ кăмăллă. Пĕлтĕр ăна валли хальхи йышши çĕнĕ музыка тата çутă оборудованийĕ, музыка инструменчĕсем, лармалли креслăсем, сĕтел-пукан, концерт костюмĕсем туяннă. Çак кунсенче кунта сцена "тумтирне" илсе килмелле. Çак пурлăха илме федераци, республика тата ял хутлăхĕн бюджечĕсенчен пĕр миллиона яхăн укçа уйăрнă. "Çĕр пайĕсене сутса тунă укçан пысăк пайĕ унта кайрĕ те", - пĕлтерчĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Емельянова. Кăрлач уйăхĕнче Культура çуртне официаллă майпа чаплă лару-тăрура уçма палăртнă. Тĕрĕссипе, культура вучахĕ икĕ çула яхăн ĕçлет тесен те йăнăш пулмасть. Кунта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсене А.Васильева культура ĕçченĕ, И.Сафронова библиотекарь йĕркелесе пыраççĕ. "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ эрнере икĕ хут репетицисем ирттерет. Вăл концертсемпе кукашнисене çеç мар, районти ытти ялсенче пурăнакансене те савăнтарать. Çĕнĕ çул уявĕсенче те Культура çуртĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Ачасем валли елка йĕркеленĕ. Вĕсене парнесемпе район Пухăвĕн депутачĕ В.Самсонов тата ял хутлăхĕн Пухăвĕн депутачĕ А.Ключников тивĕçтернĕ. Эпир, хаçат ĕçченĕсем, пынă кун С.Емельянова çине тăрсах çĕр пайĕсемпе çыхăннă документсемпе ĕçлетчĕ. Паянхи кун тĕлне кунта хуçасăр выртакан çĕр юлман теме пулать. Пĕлтĕр 71 çĕр пайне суд урлă ял хутлăхĕн балансĕ çине куçарнă, аукцион урлă сутса янă. Халĕ тепĕр 62 çĕр пайне аукциона тăратма хатĕрлес ĕç пырать. Пушă выртнă çĕрсен çĕнĕ хуçи вара "Нам-ЭКО" тулли мар яваплă общество пулса тăнă. Çак предприяти çĕре тухăçлă ĕçлеттересси пирки иккĕленме кирлĕ мар-тăр. Светлана Юрьевна ял хутлăхĕн администрацийĕ пурнăçлакан ытти ĕç-хĕлпе те паллаштарчĕ. Паллах, вăл 6 çул ертсе пынă хушăра кунта нумай улшăнусем пулса иртнĕ. Пысăк ĕçсенчен Кукашни ялĕнче пысăк пĕве (плотина) юсанине, Макаçкассинче çĕнĕ шыв башнине хута янине, виçĕ ялта шыв пăрăхĕсене (1400 метр тăршшĕ) улăштарнине палăртмалла. Ял хутлăхĕн территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ икĕ çурта уйрăм хутмалли ăшă системи çине куçарнă. Кукашнири Çĕнĕ урамри 13-мĕш çуртра пурăннă çынсене " Кивелнĕ çурт-йĕр" патшалăх программипе килĕшỹллĕн çĕнĕ çуртри хваттерсемпе тивĕçтернĕ. "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн 5 çемьене ятарлă сертификат парса пулăшнă. Ял урамĕсенчи çулсене те кашни çулах юсаса тăраççĕ. Пĕлтĕр çулсене юсама тата вĕсене пăхса тăма ял хутлăхĕн бюджетĕнчен 800 пин тенке яхăн укçа уйăрнă. Кăçал çак статьяна чакарнă - 500 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Çулсене юртан тасатса тăма И.Демьянов уйрăм предпринимательпе килĕшỹ тунă. Пĕчченхырта автомобиль çулĕ тума пуçланă. Анчах та подрядчик - "Чувашавтодор" ООО банкрота тухнă пирки йывăрлăхсем сиксе тухнă, çул тăвасси вăраха тăсăлса кайнă. Халĕ çĕнĕ подрядчик шыраççĕ. Светлана Юрьевна кăçал çак çула туса пĕтерессе шанать. Анчах халлĕхе межевани проектне тата техника планне çĕнĕрен туса хатĕрлемелле. Ку каллех ял хутлăхĕшĕн хушма тăкак кăларса тăратать. Ялсенчи урамсенче çул-йĕре, çăлсене, шыв пăрăхĕсене юсаса тăрассипе, тирпей-илем тытассипе ял старостисем нумай тăрăшаççĕ. Кукашнире А.Степанов, Маклашкире О.Кузьмин, Макаçкассинче Е.Федоров, Пĕчченхырта Г.Васильева, Çĕнĕ Кукашнире В.Дубов çынсен нушине ăнланса ĕçленине палăртрĕ Светлана Юрьевна. Тата ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Б.Маркова Кукашнири çăлкуçа тасатнăшăн тата юсанăшăн, Г.Степанова шыв пăрăхĕсене юсанăшăн уйрăммăн тав турĕ. Ял хутлăхĕн территорийĕнче виçĕ шыв башни. Вĕсене тытса тăма, насуссене ĕçлеттерме (электроэнергишĕн тỹлеме) вырăнти бюджетра укçа çитсе пыман пирки халăхран укçа пуçтарма лекет. Урамсене каçсерен çутатма ял хутлăхĕн бюджетĕнче 200 пин тенкĕ укçа хывса хăварнă. Паллах, кивĕ йышши лампочкăсене электроэнергие перекетлекеннисемпе улăштарсан аванрах. Анчах халлĕхе ку ĕçе пурнăçлама вăй çитсе пырайманнине палăртрĕ Светлана Юрьевна. Тен, вырăнти халăхăн ку енĕпе хăйĕн те пуçарулăх кăтартмалла. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытасси те ял хутлăхĕнче тĕп вырăнта. Палăксене çулсерен юсасах тăраççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Макаçкассинчи тата Маклашкири палăксем тавра тимĕр картасем тытрĕç. Кăçал вара Кукашнири палăк патне черет çитĕ. Ку ĕçе йĕркелесе тăвассипе район Пухăвĕн депутачĕ, Cĕнтĕрвăрринчи пăта завочĕн директорĕ В.Самсонов маттур пулнине палăртрĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 января 2017
15:03
Поделиться