Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе

Паян - Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ. Ăна халалласа ĕнер район администрацийĕнче савăнăçлă мероприяти пулчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче республикăра 2,5 пин служащи вăй хурать. Хамăр районта вĕсен шучĕ - 76 çын.

Вĕсем хушшинче савăнăçлă мероприятире уяв ячĕпе наградăсене тивĕçнисем те пур. Физкультурăпа спорта аталантарнăшăн райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Валентина Кондратьева, йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадрсен тата право ĕçĕсен пай начальникĕ Юрий Ямсков, "Раççей ДОСААФ-ĕн" районти уйрăмĕн председателĕ Владимир Егоров, Атнар шкулĕн директорĕ Сергей Кудряшов Чăваш Республикин Физкультура тата спорт министерствин Хисеп грамотине, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн, обществăлла ĕçре активлă пулнăшăн тата Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕпе Хурапыр ялĕн старости Виталий Артемьев, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕсем Алевтина Жуковапа Татьяна Тимкина, Штанаш ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ираида Павлова, Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан Светлана Тумандейкина, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Петр Матюшкин район пуçлăхĕн Тав çырăвне, район администрацийĕн-че нумай çул хушши муниципаллă службăра лайăх ĕçленĕшĕн тата Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕпе ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Алевтина Елизарова, финанс пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Людмила Михопарова, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Михеев тата ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ольга Артемьева, Мăн Этмен ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ Мария Михеева, Питĕркасси ял тăрăхĕн тĕп эксперт специалисчĕ Светлана Бродюкова, Ачкасси ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ Ольга Сергеева, вĕрентỹ тытăмĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вĕренỹ пайĕн ресурспа тивĕçтерекен центр заведующийĕ Петр Ванягин район администрацийĕн Хисеп грамотине, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем Юлия Афондеркина, Елена Бородашкина, Татьяна Федорова, Тралькасси ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Венера Романова, райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Алексей Петров, Пантьăк ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕсем Екатерина Крыжайкина, Надежда Куликова, Питĕркасси ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Нонна Хорайкина, Питĕркасси ялĕн старости Иван Аликов, Çĕн Ирчемес ялĕн старости Владимир Васильев, Ачкасси ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем Нина Вазинкина тата Владимир Храмов район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Служащисен ĕçĕ-хĕлĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. Халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене васкавлăн татса парасси, муниципалитетсен пурнăç пахалăхне тата унăн шайне ỹстересси, унпа пĕрлех общество çирĕплĕхĕ те çак шайри власть пред-ставителĕсен ĕç тухăçлăхĕнчен нумай килет. А.ВАСЮКОВА.



"Пирěн пурнăç"
21 апреля 2017
09:02
Поделиться