Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ăратлă выльăх ĕрчетесшĕн

Иртнĕ эрнере ЧР Ялхуçалăх министерстви йĕркеленипе Элĕк районĕнче канашлу иртнĕ. Унта районти агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем хутшăннă. Канашлура тишкернĕ ыйтусенчен пĕри сĕт сăвăмне, унăн пахалăхне ỹстересси, селекци çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртесси пулнă.

Канашлăва пухăннисем, вăл шутра "Коминтерн" ЯХПК ертỹçи Альбина Новикова, тĕп зоотехникĕ Андрей Данилов тата ыттисем, çирĕп утăмсемпе пыракан "Новый путь" хуçалăхра пулса курнă. Çак предприятире пĕр ĕнерен çулталăкне сакăр пин литр сĕт суса илеççĕ. Республикăри вăтам кăтарту вара - 5-6 пин литр. Хуçалăхра ăратлă выльăхсемпе çеç ĕçлеççĕ. Тупăш илес тĕлĕшре çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май, ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе Чăваш Енре ултă завод тата 11 репродуктор ĕçлет. Вĕсенче 18 пин те 600 ытла пуç выльăх шутланать. Çитес вăхăтра "Коминтерн" хуçалăх та çак енĕпе тăрăшма пуçласшăн.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
19 апреля 2017
13:59
Поделиться