Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Апрелĕн 19-мĕшĕнче - Пĕрлехи информаци кунĕ

Информаци кунне ирттерме пирĕн района ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Владимирович Кудряшов ертсе пыракан ушкăн килсе çитет. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ.

Хальхи информаци кунĕ çак темăсемпе иртет:

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен;

- РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 598-606 номерлĕ указне 2017 çулхи I кварталта пурнăçласси пирки. Кунсăр пуçне çак темăсене те сỹтсе явĕç:

- çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси çинчен;

- экологи субботникĕсене йĕркелесси, çурхи Йывăç кунне ирттересси, тавралăха тирпей-илем кỹресси, çул хĕррисемпе масарсене, ял тăрăхĕсен çулĕсене çỹп-çапран тасатасси çинчен.



"Пирěн пурнăç"
14 апреля 2017
09:26
Поделиться