Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Гала-концертсене йыхравлатпăр

Çулсеренех эпир çулталăк пуçлансан ял тăрăхĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен смотр-отчетне ирттеретпĕр. Унтан вара чи лайăх номерсене пухса гала-концерт йĕркелетпĕр. Кăçал халăх пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене апрелĕн 12-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче курма пулĕ. Апрелĕн 18-мĕшĕнче вара ачасемпе çамрăксен пултарулăхне курса савăнăпăр. Гала-концертсем 18 сехетре пуçланаççĕ. Аса илтеретĕп, кăçалхи концертсене Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене, районпа Хĕрлĕ Чутай салин юбилейĕсене халаллатпăр.

Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ.



"Пирěн пурнăç"
12 апреля 2017
08:42
Поделиться