Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Автобус юсавлă пултăр

Февраль уйăхĕнче предприятисем тата уйрăм предпринимательсем, çавăн пекех вĕренỹ, физкультурăпа спорт, канупа сиплев организацийĕсем ачасене автомобиль транспорчĕпе турттарнă чухне саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр.

Тĕрĕслев Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсенче çак енĕпе саккуна пăснине кăтартрĕ. Шкул автобусĕсем ачасене турттарнă чухне хăрушсăрлăх ыйтнисене туллин пăхăнмаççĕ. Çавăн пекех юсавсăр транспорт хатĕрĕпе ачасене турттарма юрамасть. Должноçри çынсен пассажирсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелле. Вĕренỹ организацийĕсен директорĕсене представлени тăратрăмăр. Унсăр пуçне должноçри яваплă çынсене административлă явап тыттартăмăр.

В.ШОРКИН, район прокурорĕ.



"Пирěн пурнăç"
24 марта 2017
16:19
Поделиться