Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Юртан малтан асфальт "ирĕлчĕ"

Районти шăтăк-путăклă çулсемшĕн кама намăс? "Подрядчиксене" тейĕ чылайăшĕ çак ыйту çине хуравланă май. Çулсене йĕркере тытма укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă чух çынсем шăтăк-путăклă çулсем çинче нушаланни тем тесен те килĕшỹсĕр. Çакăн пирки мартăн 13-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та каланă: "Çул çинчи шăтăк-путăксем водительсене, çынсене питĕ тарăхтараççĕ". Çул-сене юсама укçа пур, апла-тăк вĕсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем сиксе тухмалла мар тенĕ Михаил Васильевич, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлессинчен пăрăнакан подрядчиксенчен сыхланмаллине асăрхаттарнă. Автоçулсем ытларах сывлăш температури выляса тăнă тапхăрта вăхăтра юсаман е çав ĕçсене технологисене пăхăнса пурнăçламан вырăнсенче арканаççĕ. Шел те, кунашкал лаптăксем пирĕн районта та чылай. Мартăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче пăхса тухнă ыйтусенчен пĕри 2017 çулта çул-йĕр ĕç-хĕлне пурнăçа кĕртесси пулчĕ. Паллах, районти çулсемпе çыхăннă ыйту çынсене пăшăрхантарать.

Юсав ĕçĕсене хăçан пуçăнĕç-ха пирĕн районта?

Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă май кун пирки район пуçлăхĕ Александр СТЕПАНОВ çапла пĕлтерчĕ:

- Çуркунне çитсен районти асфальтлă çулсем япăхланса кайни-не шута илсе кăçал вĕсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерме район бюджетĕнчен 14 500 000 тенкĕ уйăрма палăртнă. Юсав ĕçĕсене Хĕрлĕ Чутай - Пчелка, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тихăнушкăнь, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Штанаш-Арайкасси (Кĕрлев), Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тури Çĕрпỹкасси - Анат Çĕрпỹкасси, "Сура" - Ачкасси - Шулю, "Сура" - Трапай, Мишеркасси ялĕ витĕр, Хĕрлĕ Чутай - Питĕркасси - Вишенер, Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ тата Ленин урамĕсене пырса кĕмелли, "Сура" - Тралькасси - Хăмаркка, "Сура" - Турхан, "Сура" - Березовка - Кишлĕ, "Сура" - Ишеккасси автоçулсем çинче ирттермелле.

Çулсене юсассипе çыхăннă ыйтăва çитес вăхăтра эпир район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕнче пăхса тухăпăр. Малтанласа палăртнă тăрăх, çулсене çурхи шывсем типсен юсама пуçлĕç. Иртерех пуçăннин усси пулмĕ тесе шутлатпăр - ĕçлени сая кайĕ çеç. Асăннă çулсем çинче йĕрке пуласса чунтанах шанас килет. Çул юсакан организацисен вара пахалăх пирки тарăнрах шухăшламалла. Аварисен сăлтавĕ чылай чухне çул пахалăхĕпе çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли требованисене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем мартăн 18-мĕшĕнчен вăйра пулĕç. Унччен, сăмахран, çул сарнă, юсанă чухне тивĕçлĕ технологисене пăхăнманшăн должноçри çынсене, предприяти-организацисене 20-30 пин тенкĕлĕх штрафланă пулсан, ырантан çак штраф виçи 200-300 пин тенкĕпе танлашĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче çавăн пекех çурхи уй-хир ĕçĕсемпе, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, шыв-шур тапхăрне хатĕрленессипе, таврана тирпей-илем кỹрессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă, район çыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ытти ыйтусене пама пултарнă.

Алина ИТТИ.



"Пирěн пурнăç"
17 марта 2017
09:56
Поделиться