Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

ПАЯН - Пĕрлехи информаци кунĕ

Информаци кунне ирттерме пирĕн района ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Владимирович Кудряшов ертсе пыракан ушкăн килсе çитет. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ. Хальхи информаци кунĕ çак темăсемпе иртет:

- çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси çинчен;

- 2017 çулта çул-йĕр ĕç-хĕлне пурнăçа кĕртесси пирки;

- республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе мероприятисем ирттересси, шыв-шур тапхăрне хатĕрленесси тата территорисене тасатасси, тирпей-илем кỹресси çинчен. Кунсăр пуçне çак темăсене те сỹтсе явĕç:

- йĕркене пăсассине тата мобильлĕ телефонпа, Интернетпа, банк карттисемпе усă курса тăвакан ултав ĕçĕсене асăрхаттарас енĕпе профилактика ирттересси пирки;

- "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне ирттерни çинчен.



"Пирěн пурнăç"
15 марта 2017
10:41
Поделиться