Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Республикăри вăйă-конкурсра палăрнă

Атнарти тата Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсен "Айхол" тата "Шанчăк" командисем "Ростки возрождения" республикăри вăйă-конкурса хутшăнса палăрма пултарнă.

Мăнэтменсен "Шанчăк" команди Татьяна Горбунова ертсе пынипе "Раççей халăхĕсен йăли-йĕрки" конкурсра çĕнтернĕ.

Атнарсен "Айхол" команди (ертсе пыраканĕсем - Сергей Кудряшов, Людмила Ешмейкина, Геннадий Орлов) вара "Йăласен чĕрĕ çиппи" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă, çавăн пекех вĕсем "Ростки возрождения" вăйă-конкурсăн тапхăрĕсенче пухăннă балсемпе виççĕмĕш вырăна тухнă, конкурс парнине тивĕçнĕ.

Унсăр пуçне алĕçĕсен конкурсĕнче Атнарти вăтам шкулта вĕренекен Иван Чумаков иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
10 марта 2017
15:17
Поделиться