Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Февралĕн 24-мĕшĕнче - Хĕл ăсатăвĕ!

Хĕл ăсатăвĕ - ватти-вĕтти юратакан, кĕтекен уявсенчен пĕри. Çак уява мĕнле кĕтмĕн-ха - хĕвел çутти-ăшши чуна çĕклет, урама тухма чĕнет... Кăçал район администрацийĕ хĕле февралĕн 24-мĕшĕнче ăсатма палăртнă. Çавна май районăн Çĕнĕ центрĕнче яланхи пекех йăлана кĕнĕ уяв мероприятийĕ иртĕ, вăл 11 сехетре пуçланĕ.

Уяв программи анлă та пуян пулĕ, халăха валли савăнма суту-илỹ ярмăрккине, юрă-ташă конкурсĕсене, спорт вăййисене тата ыттине те йĕркелĕç. Юлташсем! Уяв савăнăçлă пуласси тата унăн сĕмне кĕртесси йăлтах хамăртан килет. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сума суса кашни хĕрарăмпа хĕрупраç çỹçеллĕ, чечеклĕ тутăр çыхса тухсан уяв тата илем- лĕрех пулĕ. Пурте - уява, хĕле ăсатма!



"Пирěн пурнăç"
22 февраля 2017
13:20
Поделиться