Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Наци телевиденине - "Триколор-ТВ" урлă

 Кăçал Чăваш Наци телевиденийĕ пилĕк çул тултарчĕ. Çак хушăра унăн кăларăмĕсене республикăра пурăнакансем юратса пăхни паллă, анчах та - пур районта та мар. Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе пĕлтĕр Наци телевиденийĕн передачисене спутник урлă кăтартассипе ĕçлеме пуçланă. Çавăнпа та халĕ çирĕплетсех калама пулать - çитес вăхăтра, мартăн 8-мĕшĕнчен тытăнса, чăваш телевиденийĕн передачисене "Триколор-ТВ" урлă курма пулĕ.

Паянхи кун республикăра "Триколор-ТВ" операто-рăн 150 пине яхăн абонент шутланать. Малашне вĕсен шучĕ татах ỹсессе шанаççĕ - историре пĕрремĕш хут спутник урлă чăвашла передачăсем курма пулать-çке. Палăртмалла, республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем те халĕ тăван чĕлхепе тухакан передачăсене курма пултарĕç. Çавăнпа Наци телевиденийĕ ытти регионсенче пурăнакан чăвашсен пурнăçĕ пирки калакан çĕнĕ проектсем хатĕрлет.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
20 февраля 2017
10:07
Поделиться