Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Викторинăра чутайсем палăрнă

 Çак кунсенче республикăра "Фотоканикулы" дистанциллĕ викторинăна пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалланă викторинăна 14 хулапа районтан 100 ытла вĕренекенпе педагог хутшăннă. Вĕсем ỹсĕмне тата ушкăнсене кура ыйтусене хуравланă, сăнỹкерчĕксем ярса панă.

Кĕçĕн ушкăнра пирĕн районтан çĕнтерỹçĕсемпе призерсем çук, анчах та Мишеркасси шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Кирилл Крыжайкин (ертỹçи С.В.Васюкова) тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Арсений Абакумов (ертỹçи Л.А.Абакумова) хавхалантару Дипломне тивĕçнĕ. Вăтам ушкăнри ачасем хушшинче Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен 13 çулхи Владимир Михеев (ертỹçи Т.В.Горбунова) иккĕмĕш вырăн йышшăннă.

Аслисен ушкăнĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алиса Замуткина, вăтам шкулсенче ĕçлекен учительсенчен Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Лариса Абакумова "Фотопортрет в плакате" номинацире хавхалантару Дипломне тивĕçлĕ пулнă. Ача сачĕсенче ĕçлекенсем хушшинче "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Юлия Матвеева иккĕмĕш тата "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Лариса Васькова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.



"Пирěн пурнăç"
15 февраля 2017
10:32
Поделиться