Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Иван Пименов - олимпиада призерĕ

Хальхи вăхăтра Шупашкарта тĕрлĕ предметсемпе шкул ачисен республика шайĕнчи олимпиадисем пыраççĕ. Пирĕн районти шкул ачисем те олимпиадăсене хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Паянхи куна олимпиадăсене хутшăннă шкул ачисенчен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Иван Пименов (педагогĕ - Эдуард Романов) призерсен йышне кĕме пултарнă.

Январь вĕçĕнче физкультурăпа иртнĕ олимпиадăра 9-11-мĕш классенче вĕренекен 64 яш хушшинче унăн кăтартăвĕ вуннăмĕш пулнă. Республика шайĕнчи олимпиадăсем февралĕн 22-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Çав хушăра пирĕн районти вĕренекенсем тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнасса шанас килет.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
10 февраля 2017
09:14
Поделиться