Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕчĕк кĕленчен пысăк сиенĕ

Чарнă пулин те, районта çав-çавах вăрттăн "фанфурик" сутаççĕ Çак кунсенче редакцине Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Римма Самылкина пенсионер килчĕ, чун пăшăрханăвне, куççульне пытармасăр нумаях пулмасть ывăлне ĕмĕрлĕхех çухатнине каласа пачĕ.

"Çав "фанфурик" текен шĕвекех пĕтерчĕ ывăлăн пурнăçне, - терĕ йывăр хуйхă тỹснĕ хĕрарăм. - Районта ниçта ĕçлемесĕр пурнăç интересне эрех-сăрара шыракан çынсем йышлă. Шел те, вĕсен шутĕнче эпĕ хамăн ывăлăма та кураттăм..."

Акцизлă алкоголь илме укçи-тенки пулманран паянхи кун чылайăшĕ йỹнĕ спиртлă шĕвек туянса ĕçет. Вĕсене район центрĕнче те, ялсенче те сутнине пурте пĕлеççĕ. "Косметика хатĕрĕ" е пĕр-пĕр настойка тесе çырнă пĕчĕк кĕленчене хуть те кам та туянма пултаратчĕ. Анчах та çак пĕчĕк кĕленчесене чарусăр сутни пысăк инкек патне илсе çитерни хăрушшăн çиеле тухрĕ.

Çĕнĕ çул умĕн Иркутскра этикетки çине ванна кĕмелли хатĕр тесе çырнă этил (тĕрĕссипе - метил) спирчĕллĕ "Боярышника" ĕçсе 70 ытла çын пурнăçран уйрăлчĕ, нумайăшĕ суранланса юлчĕ. Тĕрлĕ спиртлă хутăшсемпе наркăмăшланса вилекенсен шучĕ юлашки çулсенче палăрмаллах ỹсрĕ. Роспотребнадзор çĕршывра 2015 çулта спиртлă шĕвек тутанса 14 пин ытла çын пурнăçран уйрăлнине пĕлтерет.

Çак хăрушă кăтартусене пулах ĕнтĕ патшалăх алкоголь продукцийĕпе спиртлă хутăшсене сутас сферăра йĕрке тума пикенет. РФ Патшалăх санитарин тĕп врачĕн иртнĕ çулхи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн организацисемпе предприятисене, уйрăм предпринимательсене 2016 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 30 талăк хушши тĕрлĕ шĕвеке (унта этил спирчĕ 25 процентран ытларах пулсан) сутма юрамасть. Чару парфюмери продукцине тата кантăк тасатмалли хатĕре пырса тивмест. Йышăнăва Юстици министерстви çирĕплетнĕ.

Çакăн пек мерăсем йышăннă пулин те "фанфуриксене" çав-çавах вăрттăн сутаççĕ. Çакна Римма Самылкина та çирĕплетет.

"Эпĕ районта автовокзал патĕнчи суту-илỹ точкисенче спиртлă шĕвексем сутни пирки пĕлтĕр кирлĕ çĕре пăшăрханса пĕлтертĕм, - тăсрĕ сăмахне малалла Римма Ивановна. - Çак киревсĕрлĕхе чарма ыйтса пулăшу ыйтрăм. Ара, района эрнере виçĕ хут "фанфурик" валеçекен "Газель" килнине хам пĕлетĕп. "Шаннă" çыннисене автовокзал патĕнче валеçсе параççĕ, унтан çав сиенлĕ шĕвек ялсене саланать. Ман çыру çине темиçе çĕртен те хурав килчĕ, ун хыççăн районти уйрăм çынсен хăш-пĕр суту-илỹ точкисенче тĕрĕслев ирттерчĕç, 161 литр спиртлă шĕвек туртса илчĕç, сутуçисене штрафларĕç. Анчах та унта вăрттăн суту-илỹ çаплах пырать..."

Районти полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, спиртлă хутăшсене сутнине кунти ĕçченсем куллен тĕрĕслесе тăраççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче хальлĕхе "фанфуриксем" сутнă тĕслĕхе тупса палăртман. Шулюпа Питĕркассинче сăмакун сутнă тĕслĕхсем пулнă, ку тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать.Çынна сиен кỹнине пĕлсех услам тăвакансен чĕри вырăнне чул пулĕ - ытла та пуçа шанăçмалла мар хăтланаççĕ.

"Çын куççулĕ çĕре ỹкмест" тесе ахальтен каламаççех. Халăх кун пирки тахçанах "чан çапать". РФ Правительстви çывăх вăхăтрах алкоголь рынокĕнче йĕрке тума пулăшакан саккун проектне Патшалăх Думине тăратасшăн. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ вара çынсене спирт хутăшĕллĕ шĕ вексене ĕçни ырăпа вĕçленменнине тепĕр хут аса илтерет. Хисеплĕ вулакансем! Эсир пурăнакан ялта та саккуна пăсса спиртлă хутăшсем сутаççĕ-и? Çакăн пирки редакцине шăнкăравласа е çырса пĕлтерĕр.

Хамăр енчен вара асăрхаттармалли кăна юлать: сывлăха сиенлесрен сыхланăр - алкоголь шĕвекĕсене тивĕçлĕ лицензиллĕ лавккасенче çеç туянăр. Эрех-сăра пач та ĕçменнине вара нимĕн те çитмест.

Алина ИТТИ.



"Пирěн пурнăç"
18 января 2017
10:41
Поделиться