Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Форум лауреачĕ

Çĕнĕ çул умĕн Культура тата искусствăсен чăваш патшалăх институтĕнче республикăри "Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем" VI форумăн çĕнтерỹçисене наградăланă. Унта 10-20 çулсенчи çамрăксем хутшăннă. Форума районти Ачасен искусство шкулĕнчи 16 çамрăк та хутшăнма кăмăл тунă. Вăл икĕ турпа иртнĕ. Иккĕмĕш тур пĕтĕмлетĕвĕпе виççĕмĕш ỹсĕм категорийĕнче Татьяна Мурайкина (преподавателĕ - Венера Молодейкина, концертмейстерĕ - Олег Сулейманов) II-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
30 декабря 2016
10:16
Поделиться