Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тумликассинче пурăнакан ветеран юбилей медальне тивĕçнĕ

Мартăн 2-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан 36 ветерана "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медалĕсене парса чысланă. Палăртмалла, асăннă медале тивĕçнисем хушшинче Тумликассинче пурăнакан Кузьма Аргандейкин та пулнă. Кузьма Кузьмич Аргандейкин 1925 çулта Ишеккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1943 çулта салтака кайнă. Пĕрремĕш Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче хĕсметре пулнă, минометнăй бригадăра çапăçнă. Взвод командирĕ, старшина "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ. 1950 çулта тăван тăрăха таврăнсан Кузьма Кузьмич ялхуçалăх ĕçне кỹлĕнет. 1972 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Путь коммунизма" колхозра агрономра вăй хурать. Кузьма Кузьмичпа Александра Петровна Аргандейкинсем 1954 çулта çемье çавăрса Тумликассинче тĕпленеççĕ. Икĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ватăсем ачисен, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса пурăнаççĕ. Асаилтеретпĕр, Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă юбилей медальне кăçал вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, çул çитмен чухне фашизм тыткăнĕнче пулнисене Раççей Президенчĕ ячĕпе савăнăçлă лару-тăрура парса чыслаççĕ. Районта пурăнакан ветерансене юбилей медалĕсене парасси малалла пулса пырĕ, Тумликассинче пурăнакан Кузьма Кузьмич Аргандейкин вара çак чыса тивĕçнисенчен пĕрремĕш пулчĕ.

Алина КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
04 марта 2015
09:53
Поделиться