Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Урă мар икĕ водителе тытса чартăмăр

Ачасене çыхăнмалли хатĕр-семсĕр турттарассине асăр-хаттарас тĕллевпе Çĕмĕрле хулин тата Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен территорийĕ-сенче февралĕн 19-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасене çыхмалли хатĕр" оперативлă профилактика мероприятийĕ ирттертĕмĕр. Операци вăхăтĕнче Çул-йĕр правилисене пăснă 39 тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Февралĕн 20-21-мĕшĕсенче вара асăннă территорисенчех "Урă мар водитель" рейд ирттертĕмĕр. Ун вăхăтĕнче руль умне ỹсĕрле ларнă икĕ водителе тытса чартăмăр, çавăн пекех Çул-йĕр правилисене пăснă 50 çитменлĕх тупрăмăр.

Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.



"Пирěн пурнăç"
04 марта 2015
09:49
Поделиться