Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пирĕн ентеш - "Адмирал Кузнецов" крейсер матросĕ

Январь уйăхĕн вĕçĕнче тата февраль пуçламăшĕ-нче республикăри çар комиссариачĕн представителĕсемпе Çурçĕр флотĕнче службăра тăракан хисепе тивĕçнĕ салтаксенчен тăракан делегаци Чăваш Ене килсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ, районсене çитсе çамрăксемпе тĕл пулса Çарпа тинĕс флотĕнчи служба çинчен каласа пачĕ. Палăртма кăмăллă, делегаци йышĕ-нче пирĕн ентеш, Калкассинче çуралса ỹснĕ Александр Сергеев та пулчĕ. Самолетсем лартмалла тунă чи пысăк карапăн аслă матросĕ Александр Сергеев район пуçлăхĕпе Александр Башкировпа, çавăн пекех виçĕ кун хушши районти çамрăксемпе тĕл пулчĕ, вĕсене контракт мелĕпе çара каймалли йĕрке çинчен тата хăй службăра тăракан авианосец çинчен каласа пачĕ. _ Раççей çар флочĕн чи пысăк карапĕ çинче 100 яхăн чăваш каччи службăра тăрать, вĕсенчен çуррийĕ _ контрактпа пынă. Вĕсем пурте хăйсене чи лайăх енчен кăна кăтартса пачĕç, çакна шута илсе командовани делегацие Чăваш Республикине яма йышăнчĕ, кунти яшсене ытларах контракт мелĕпе çара илме тăрăшмаллине пĕлтерчĕ, _ çул çỹрев тĕллевĕпе паллаштарчĕ аслă гидрометеосăнакан тата аслă матрос Александр Валерьянович. Сăмах май, республикăра ачасене çар флотĕнче тăма кадет класĕсенчех хатĕрлеме тытăнаççĕ иккен. Хальхи вăхăтра моряксен служби çамрăксене ахаль илĕртет кăна мар, унта лайăх тỹ-леççĕ те. Сăмахран, пилĕк çул стажлă командир 100 пин тенкĕ, ахаль матрос 50 пин тенкĕ ĕç укçи илет. Унсăр пуçне патшалăх отпуск вăхăтĕнче тỹлевсĕр çул çỹревпе тата ытти нумай-нумай çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Авианосец делегацийĕн членĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Çурçĕр флотне кăçал республикăри 100 яхăн каччă службăна пыма хатĕрленет. Районти тăватă яш та хамăр ентешпе тĕл пулнă хыççăн авианосец çине кайма кăмăл пуррине пĕлтернĕ.

А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
20 февраля 2015
13:49
Поделиться