Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ывăлĕ патне Мускава

Мĕнле каччă ĕмĕтленмест-ши çак хисеплĕ полка лекме. Анчах унта питĕ тĕплĕ суйласа илеççĕ, сывлăх енчен çирĕп те таса, сăн-сăпатпа илемлĕ, кĕлетке-çурăмпа та çỹллĕ те патвар пулмалла. Вĕсен ниçта та мар, патшалăхăн çỹллĕ шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма тата хисеп караулĕ тăма тивет. Иртнĕ кĕркунне Президент полкне Кив Атикассинчи Анатолий Яковлев та тивĕçлĕ пулчĕ. Ентеш унта службăра тăнипе эпир мăнаçланатпăр. Çак чаçре 200 яхăн чăваш салтакĕ çĕр-шыв умĕнчи парăма татнă ĕнтĕ. Анатолийăн та уйăхран уйăха служба катăлса пырать. Кунти çирĕп йĕркене каччă хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, ытти салтаксемпе улшăна-улшăна вăл виçĕ точкăра салтак тивĕçне пурнăçлать, вăл шутра Кремльти КПП-ра та. Тольăн ашшĕпе амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, декабрь уйăхĕнче Президент полкĕнчи каччăсем присяга тытнă. Анатолий тупа тунине ашшĕ-амăшĕ, шăллĕ, тус-юлташĕ (пĕтĕмпе 14-ăн) кайса курнă. Салтакăн ашшĕ Вячеслав Анатольевич çак кунсенче каллех Мускава ывăлĕ патне çула тухать, ыран унта _ Уçă алăксен кунĕ. Çавна май вăл унта ывăлĕн пурнăç условийĕсене, служба мĕнле иртнине хăйĕн куçĕпе курса хаклĕ, ывăлĕпе тĕл пулса чун каниччен калаçĕ.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
20 февраля 2015
13:49
Поделиться