Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ялсен историйĕпе кăсăкланать

Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Владимир Храмов _ район хаçатне кăмăлласа вулакансенчен пĕри. Çавăн пекех вăл район хаçачĕ ирттерекен фотоконкурссене активлă хутшăнать. Иккĕмĕш çул ĕнте вăл çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Владимир Храмов редакцине килсе панă сăн ỹкерчĕксем питĕ кăсăклă, пуян содержаниллĕ, ăрусен, йăх-несĕлсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне лайăх çутатса параççĕ. Владимир тăван тăрăхри ялсен историйĕпе 2000 çулта интересленме пуçланă. Темиçе çул материалсем, сăн ỹкерчĕксем пухнă, ялсенчи çынсемпе нумай тĕл пулса калаçнă. Çапла Владимир Храмов 2012-2013 çулсенче тăван ялĕ çинчен ултă кĕнеке, Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен ялĕсем çинчен тепĕр виçĕ кĕнеке çырса, хатĕрлесе кăларнă. Владимир Германович хăй вăхăтĕнче электрикра, Мăн Этмен шкулĕнче 10 çул завхозра ĕçленĕ. Халĕ вăхăтлăха ĕçлемест. Пултарулăх патне туртăнаканăн ĕç туллиех, вăл халĕ ялта анлă сарăлнă хушаматсем ăçтан пулса кайнине тĕпчет. Пĕр пек хушаматлă çынсем çинчен кăçал тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленет.

Альбина ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
20 февраля 2015
13:47
Поделиться