"Автобус" рейд иртрĕ
Февралĕн 13-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче тата Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен территорийĕ-сенче республикăри пекех "Автобус" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Рейдсем вăхăтĕнче автобуссен водителĕсем административлă йĕркене пăснă 12 тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Асăннă мероприятие патшалăхăн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн, полицин штатра тăман сотрудникĕ-сем тата массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
"Пирěн пурнăç"