Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кăкăр ракĕ ан пултăр тесен

Хĕрарăмсем хушшинче чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри вăл - кăкăр ракĕ. Ытларах камсем чирлеме пултараççĕ-ха? Амалăх органĕ-сем чирлисем, самăрланса кайнисем, гипертониксем, чирлĕ пĕверлисем, тăванĕсен мастопати е кăкăр ракĕ пулнисем, туртакансем, атеросклерозпа тата гипотиреозпа аптăракансем. Кăкăр тĕсĕ е форми улшăннине кашни хĕра-рăмăн асăрхасах тăмалла, шыçă пуррине сиссен тухтăр патне каймалла. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртаççĕ, унран сывалма çавăн чухлĕ хăвăртрах та çăмăлрах пулать. Маммографи, ультрасасă тĕрĕслевĕсем те чире вă-хăтра тупса палăртма пулă-шаççĕ. Çавăнпа та сывлăха тĕрĕслесех тăмалла, тух-тăрсем патне çитме те вăхăт тупмалла. Январĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 16-мĕшĕ-ччен онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли "Эпир пĕрле пултаратпăр..." уйăхлăх иртет. Уйăхлăх вăхăтĕ-нче район больницинче январĕн 31-мĕшĕнче тата февралĕн 7-мĕшĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет. Çак кунсенче тĕрлĕ анализсем пама, ультрасасă тĕрĕс-левĕ витĕр тухма, специ-алистсенчен канашсем илме пулать.

Галина ЖУРАВЛЕВА, акушер-гинеколог.



"Пирěн пурнăç"
30 января 2015
10:40
Поделиться