Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăрать, яваплăхпа палăрать

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал тивĕçнĕ 1000 çамрăк ячĕ паллă пулчĕ. Паллах, çав йыша чи пултаруллисемпе пуçаруллисем, ĕçре е вĕренỹре хăйсене лайăх енчен кăтартнисем кĕнĕ. Палăртма кăмăллă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Елена Музякова та çак хисепе тивĕçнĕ. Тỹрĕ кăмăлпа, ĕçченлĕхпе, яваплăхпа палăрса тăракан хĕр вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнма та вăхăт тупать. Вĕсенче вара малти вырăнсене йышăнса палăрать. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри куçăмсăр майпа иртнĕ икĕ конкурс лауреачĕ пулса тăнă Елена. Пĕрле вĕренекенсем юлташне хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Учительсем те Елена пирки ыррине кăна калаççĕ, маттур хĕр ача пур ĕçе те хăй тĕллĕн тума хăнăхнине палăртаççĕ. Шкул тата район шайĕнчи тĕрлĕ мероприятисене хутшăнакан, спортпа туслă хĕр упраçăн кун йĕрки ытларах вĕренỹпе çыхăннă. Уйрăмах биологипе хими предмечĕ-семпе кăсăкланать вăл. Ку ĕнтĕ малашлăхне медицина ĕçĕнче курнипе çыхăннă пулĕ. Çынсене сыватас пархатарлă ĕмĕтпе пурăнать паян Елена Музякова. Унăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанатпăр.

Алина КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
30 января 2015
09:54
Поделиться