Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ывăлне вĕри шывпа сапнă

Эрех çынна ыр тумасть тесе ахальтен каламан. Чылай чухне çак хаяр шĕвек тăвансенех хирĕçтерет, вăрçăнтарать, пĕр-пĕрин сывлăхне сиен кỹресси патне те илсе çитерет. Иртнĕ çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Питĕркассинчи Тĕп урамра пурăнакан пĕр çемьере ывăлĕ аякран ĕçлесе таврăннă. Ĕçлесе илнĕ укçине урăх ниçта чикме аптăранă-ши _ эрех ĕçме пуçланă. Çакă амăшне килĕ-шмен, хайхисем хирĕçсех кайнă. Октябрĕн 31-мĕшĕнче вара, ирхи 9 сехет тĕлнелле, çине-çине эрех ĕçекен ывăлне, килти диван çинче ỹппĕн выртаканскерне, тин кăна вĕренĕ шывпа сапнă амăшĕ. Çакна хĕрарăм ывăлĕ хăйне киревсĕр сăмахсем каласа пĕтернине чăтайманнипе сăлтавлать. Кĕлетки самаях пиçсе кайнă ывăлĕ больницăна кайнă. Амăшĕ тĕлĕшпе вара, çын сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ-рен, уголовлă ĕç пуçарнă. Амăшĕпе ывăлĕ мирлешнĕ пулин те ĕçе суда ярса панă.

Э.КОНДРАТЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 января 2015
16:44
Поделиться