Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сывлăхĕ хавшак, чунĕсем пуян

Юн кун Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулнă май районта та ăна анлăн паллă турĕç. Уяв "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче иртрĕ. Хевтесĕр çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, инвалидсен районти обществин председателĕ Евдокия Сергеева тата ыттисем саламларĕç. Ăшă салам сăмахĕсем хыççăн инвалидсемпе уява хутшăнакансем хăйсене хумхантаракан тата пăшăрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчĕç. Акă ветерансен хорне хутшăнакансене вăл саланма пуçлани канăç памасть. Хор халăх ятне те хỹтĕленĕ, юрлама çỹреме кăмăллисем те чылай иккен, ертỹçи çукки вара ура хурать имĕш. Ял хуçалăх ветеранĕсен районти пĕрлешĕвĕн председательне Николай Яхатина вара район больницине Социализмла Ĕç Геройĕн А.Д.Смалайкинăн ятне памалли ыйту хумхантарать. Çак ыйтусене Александр Башкиров тимлĕхре тытма тата вĕсене татса пама пулăшма сăмах пачĕ. Савăнăçлă лару-тăрура çак кун инвалидсен районти обществин хастар членĕсене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Ăна çаксем тивĕçрĕç:

- Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра пурăнакан Перасковья Ивановна Васюкова;

- Хурашашри Любовь Александровна Петрова;

- Сорăмри Аделина Алексеевна Самарина.

Спорт вăййисем уява малалла тăсрĕç. Шашка-шахмат выляса тата дартс енĕпе ăмăртса хевтесĕррисем çĕнĕ вăй-хал пухрĕç, пĕр-пĕринпе курнăçма тата шăкăл-шăкăл калаçма май пулнишĕн чунтанах савăнчĕç. Килте тăвăнса ларманни чăннипех те паха. Вĕсен сывлăхĕ хавшак пулин те чунĕсем пуян пулни каламасăрах паллă. Çĕнтерỹпе таврăннă Декабрĕн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа хевтесĕррисен 16-мĕш спорт фестивалĕ иртнĕ. Пĕтĕмпе фестивале 250 яхăн çын хутшăннă. Вĕсем дартс, сĕтел çи теннисĕ, армспорт тата шашкăпа шахмат енĕпе ăмăртнă. Пирĕн районтан та унта 7 çын хутшăннă, вĕсенчен 5-шĕ _ инвалид ачасем. Аслисем хушшинче сĕтел çи теннисле выляса Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Петр Журавлев виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Шашкăлла ăста выляса Калкассинче пурăнакан Анатолий Тихонов палăрнă, вăл та виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерỹçĕсем киле Дипломпа тата медальпе таврăннă.

Н.МИДАКОВА.



"Пирěн пурнăç"
06 декабря 2014
11:44
Поделиться