Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тимлĕ пул эс, асăрхан!

"Антология террора" документлă фильм пăхнă хыççăнхи шухăшсем

Валентина МАКСИМОВА, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн ĕçченĕ:

- "Россия-24" телеканалпа паянхи кун хумхантаракан çивĕч ыйтупа документлă фильм кăтартни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Владимир Машков фильма тĕрлĕ çынсен шухăшĕсене, калаçăвĕсене кĕртнĕ. Çак фильма пăхманнисем нумай ыррине çухатнă тесех шутлатăп. Мĕншĕн тесессĕн фильм пурнăçра асăрхануллă пулма вĕрентет, çамрăксене тĕрĕс çултан пăрăнса ирсĕрсен аллине çăмăллăнах лекме пултарассинчен асăрхаттарать. Шăпах боевиксем шанăçа кĕрсе çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ, укçа-тенкĕ сĕнеççĕ. Вĕсем малашне ытлă-çитлĕ те ырă пурнăçа шанса вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулма та хăрамаççĕ. Çакăн пек ăссăрла шухăшсем Раççей çамрăкĕсен пуçĕсене пырса ан кĕччĕр. Аслисен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересчĕ, тĕрĕс çул суйлама пулăшасчĕ. Унпа пĕрлех çын нумай çỹрекен, пулакан вырăнсенче асăрханулăха çухатас марччĕ, палламан çынсемпе пĕр чĕлхе тупма васкас марччĕ.

А.САН ыйтса пĕлнĕ.



"Пирěн пурнăç"
03 декабря 2014
15:42
Поделиться