Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тухтăрпа пĕрле утма тухăр

Республикăра 2012 çултанпа "Тухтăрпа уçăлса çỹрени" акци пырать, ăна уçă сывлăшра çуран утни сывлăха упрама пулăшакан ансат мелсенчен пĕри пулнине палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Шăмат кун, ноябрĕн 22-мĕшĕнче, район больницин ĕçченĕсем те çак акцие хутшăнса çуран утрĕç. Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма пăрахмалли куна халалланă мероприяти "Нумай пурăнас килсен туртма пăрах" девизпа иртрĕ. Калас пулать, эпир кун евĕр акцие кашни шăмат кунах ирттересшĕн. Районта пурăнакансене çапла чĕнсе калатăп: кам хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать _ пурне те шăмат кунсенче ирхи 10 сехет тĕлне район больници умне пухăнма чĕнетпĕр. Тухтăрпа уçăлса çỹресе сывлăха çирĕплетĕр.



"Пирěн пурнăç"
26 ноября 2014
13:20
Поделиться