Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ача айăпĕпе пушар ан тухтăр

Кăçалхи 9 уйăх хушшинче Чăваш Республикинче пушарсенче ачасем вилес енĕпе лайăх мар лару-тăру йĕркеленнĕ. Пĕтĕмпе 5 ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕлтĕр вара çак тапхăртах республикăра пĕр ача вилнĕ. Телее, район территорийĕнче кăçал вунă уйăхра ачасем шăрпăкпа вылянăран тухнă пушарсене регистрацилемен. Иртнĕ çулта вара ачасен айăпĕпе виçĕ вут-çулăм инкекĕ пулнă, 4 çулхи пепкен кун-çулĕ татăлнă. Çул çитмен ачасем ытларах чухне инкек вăхăтĕнче хăйсене çăлас тесен ним тума пĕлменнипе, хăвăрт тивсе кайма пултаракан япаласем ал айĕнчех выртнипе тата ашшĕ-амăшĕ асăрхаттарманнипе, хупă пỹлĕмсенче хăйсенех хăварнипе вилеççĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!

- Ачăрсене вут-çулăм хăрушлăх кăларса тăратнине ăнлантарăр. Инкек тухсан хăйсене тĕрĕс мĕнле тытмаллине те вĕрентĕр.

-Хăвăр адреса тата кирлĕ вăхăтра пулăшу чĕнме пушар хурал чаçĕн телефон номерне вĕрентĕр.

-Курăнмалли вырăнта шăрпăкпа тиверткĕч ан упрăр. -Ачасем пушă вăхăтра мĕн тунине сăнаса тăрăр.

-Пĕчĕк ачасене хутнă кăмакана тата ăшăтакан приборсене пăхса тăма, газ приборĕсемпе усă курма ан шанăр. -Хупă пỹлĕмре ачасене хăйсенех ан хăварăр.

-Пĕлтĕрхи типĕ курăка, тирек мамăкне тата пиротехникăна çунтарма ирĕк ан парăр.

Çакна та асра тытăр: ачăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн эсир яваплă!

Алексей ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхав пайĕн инспекторĕ.



"Пирěн пурнăç"
26 ноября 2014
13:15
Поделиться