Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Район хыпарĕсем

- Эрне кун райадминистрацинче депутатсен яланхи комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Комисси членĕсем кун йĕркинче 18 ыйту пăхса тухнă. Вăл шутра 2015-2017 çулсенче муниципаллă çулсене тытса тата юсаса тăрассин финанс ыйтăвĕ тата ытти те.

- "Ачасем тата çемье" республикăри акципе килĕшỹллĕн райадминистраци çумĕнчи çул çитмен çамрăксен ĕçĕсемпе тата вĕсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан районти 15 çемьене çитсе пурăнмалли условисене тишкернĕ, ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшне консультаци панă, сипленме сĕннĕ.

- Районта "Пачăшкăран _ парне" акци пуçланнă. Ăна виççĕмĕш çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте ирттерет. Акци тăватă тапхăрпа иртет. Малтанах пур вĕренекенпе педагог та (вĕсем икĕ пин ытла) пачăшкăран пĕчĕк парнене тивĕçеççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта пĕрремĕш классем тата тăваттăмĕш класра православи культурин никĕсĕсене вĕренекенсем православи кĕнекине тивĕçеççĕ. Виççĕмĕш тапхăр Мăн кун эрнинче иртет, парне _ шоколадран тунă çăмарта. Юлашки тапхăрта аслă классенче "пиллĕкпе" вĕренекенсем республика тулашĕнчи çветтуй вырăнсене кайса курма путевка çĕнсе илеççĕ, вăтам классенчисем республикăри çветтуй вырăнсене çитсе курĕç.

- Ачасен искусство шкулĕ республикăри "Талантлă ачасем" фестивале хутшăннă. Унта вăл музыка инструменчĕ _ "Этюд-205М2" баян _ туянмалли сертификата тивĕçнĕ. Калас пулать, юлашки çирĕм çулта пĕрремĕш хут республика бюджетĕнчен укçа уйăрнипе Чăваш Енри искуссвто шкулĕсем 100 çĕнĕ инс- Районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем вулакансен кăмăлне çĕклеме пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть унта ветерансен хорне çỹрекенсем валли "Кĕрхи бал" конкурспа вăйă программи йĕркелесе ирттернĕ.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
19 ноября 2014
11:54
Поделиться