Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Эпир - пĕрремĕш!"

Çапла каларĕç савăнăçлăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсем ĕнер вĕсем патне телефонпа шăнкăравласан. Хăйсем вăл вăхăтра Çĕнĕ Шупашкартан та таврăнманччĕ-ха, кадетсен кĕркуннехи тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсене те тин кăна пĕлнĕччĕ. Савăнăçлă хыпарĕ вара çапларах: ЧР Вĕренỹ министерствипе республикăн Кадет шкулĕсемпе класĕсен ассоциацийĕ çулсерен йĕркелесе ирттерекен мероприятире Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 9-мĕш кадет класĕ стройпа утассипе республикăри тĕрлĕ районсенчи 9-11-мĕш кадет класĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Аса илтеретпĕр, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи "Авангард" кадет класĕ асăннă мероприятие виççĕмĕш çул хутшăнать, пĕлтĕр вара республикăри 39 кадет класĕ хушшинче пурне те çĕнтерме пултарнăччĕ. А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
15 ноября 2014
11:43
Поделиться