Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Спортпа туслă тухтăрсем

Тĕп больница ĕçченĕсем районăн спорт пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Ку ĕнтĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче çамрăксем хушăннипе те çыхăннă пулĕ. Юлашки çулсенче "Земство тухтăрĕ" программăпа кунта чылай çамрăк тухтăр ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен хăшĕсене эпир тăтăшах тĕрлĕ мероприятисенче куратпăр. Пуçаруллă, хастар çамрăксем больницăн спорт командипе кăçал район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăра та ăмăртрĕç. Больница команди тĕп ушкăнра (предприятисемпе организацисен командисем хушшинче) пĕрремĕш тухма пултарчĕ. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
15 ноября 2014
11:39
Поделиться