Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ай, выляр-и шахматла!

Октябрĕн 26-мĕшĕнче районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче шахматла хăвăрт выляс енĕпе II Чемпионат вĕçленчĕ. Турнира районти 20 шахматист хутшăнма кăмăл турĕ. Асăннă вăйă ыттисенчен хăвăртлăхĕпе уйрăлса тăчĕ. Кашни шахматиста хăйĕн ăсталăхне кăтартма пилĕк минут кăна патăмăр. Характерпа çирĕп кăмăла кăтартса "Блиц королĕ" ята Александр Ефремов илме тивĕç пулчĕ. Палăртмалла, вăл çак ята иккĕмĕш çул ĕнтĕ çĕнсе илет. Иккĕмĕш вырăна Артем Чеченешкин тухрĕ. Çамрăксем иккĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухаççĕ (тренер-преподавателĕ Елена Сергеева). "Пăхăршăн" атнарсем, Николай Кагайкинпа Леонид Петров, тупăшрĕç. Хĕрỹ ăмăртура Николай Кагайкин виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче Елена Афанасьевана çитекенни пулмарĕ. "Кĕмĕле" Яна Никифорова тивĕçрĕ (иккĕшĕ те Хĕрлĕ Чутайран). Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Анастасия Григорьева тăчĕ (Шулю). Сăмах май, ăмăртусенче çултан-çул спортсменсен ăсталăхĕ ỹсет. Пирĕн çамрăксен пĕрлештернĕ команди (Дарья Романова, Артем Чеченешкин, Максим Кудряшов) шахматла хăвăрт выляс енĕпе иртекен республикăри ăмăртăва, вăл Шупашкарта ноябрĕн 1-2-мĕшĕсенче пулать, аван кăтартусемпе вĕçлессе шанатпăр.

Аркадий ТУЙМАНОВ, ăмăртусен тĕп судйи.



"Пирěн пурнăç"
29 октября 2014
15:41
Поделиться