Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хыпарсен ярăмĕ

Инвестици климатне лайăхлатма. Октябрĕн 14-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ, пĕлтерет ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби. Михаил Васильевич Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен инвестици климатне пăхса тăракан Наци рейтингне хутшăннине асăннă. "Чăваш Ен _ экономика енчен ăнăçлă аталанакан регион, социаллă политика енчен те тăнăçлă. Инвестици хывакансен нимĕн иккĕленмесĕр ĕçлеме май пур. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев пулмалла _ мĕн пур çитĕнỹсене упраса малалла ăнтăлмалла, предпринимательсене кирлĕ ĕç условийĕсем туса памалла", _ палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Енĕн тата Китайăн пĕрлехи агропарк пулĕ.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 13-мĕшĕнче Мускавра Раççей тата Китай правительствисен ертỹçисем тĕл пулнă, 40 яхăн экономика килĕшĕвне алă пуснă. Вĕсем хушшинче _ Чăваш Республикин территорийĕнче "АгроПарк "Чувашия-Сычуань" ТЯО тăвасси пирки калакан килĕшỹ. Пĕрлехи ял хуçалăх комплексĕ (агропарк) Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹỹ, Шупашкар районĕсенчи çĕрсем çинче вырнаçĕ, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 25 пин гектар. Проект 2014-2019 çулсенче пурнăçланмалла.

Ĕçсĕррисен шучĕ чакать.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра официаллă шута илнĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ 3954 çын пулнă, пĕлтĕр çак вăхăтра _ 4531 çын. Çак кăтартупа пирĕн республика Атăлçи федераллă округĕнче виççĕмĕш вырăнта пырать. Патшалăх программине пурнăçласа кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра 33960 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ку енĕпе уйрăмах Çĕрпỹỹ, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Патăрьел тата Канаш районĕсем аван ĕçленĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçсĕррисене обществăлла ĕçсене вырнаçтарассипе, çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парассипе, ĕç шыранă чух йывăрлăхсем тỹсекенсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе, професси суйласа илме пулăшассипе кăтартусем аван.

Регистрацие НФЦ-ра тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта вĕçлеме пулать.

Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви Патшалăх пулăшăвĕсене илмелли пĕрлехи порталта регистрацие НФЦ-ра тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта вĕçлеме май пурри çинчен пĕлтерет. Çак кунсенче регионта асăннă учрежденисен тытăмĕнче электронлă майпа ансат алă пусмаллие парассипе Центр йĕркеленĕ. Порталта çăмăл регистраци витĕр тухнисем тата харпăр хăй кабинетĕнче хăйсен даннăйĕсене хăварнисем Нумай функциллĕ центрта тата ĕçпе тивĕçтерекен центрта хăйсен ятне çирĕплетме пултараççĕ. Çак ĕçе вĕçлемесен чылай пулăшупа усă курма май çук. Аса илтеретпĕр, кăçалхи июнь уйăхĕнчен пуçласа Патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен пĕрлехи порталта харпăр хăй кабинетне сотовăй телефон номерĕпе е электрон почта адресĕпе усă круса уçма май пур. Анчах та хăвăн ятна çирĕплетмесĕр пулăшусемпе усă кураймастăн. Çак тĕллевпех ĕнтĕ республикăра çỹлерех асăннă хушма пунктсем (пурĕ 51) уçнă.

Медицина ĕçченĕсен укçине урăхла шутлĕç.

"Едина Россия" партин "Пурнăç пахалăхĕ (Сывлăх)" проектăн соруководителĕ, Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Салия Мурзабаева медицина ĕçченĕсен шалăвне урăхла шутласа пама сĕнет. "Сиплев учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ паян ытларах тĕп врачăн профессионализмĕпе тĕрĕслĕх туйăмĕнчен нумай килет, _ тет депутат. _ Тухтăрсен тĕп ставки 30 процентран ытла мар, ытти пĕтĕмпех _ компенсацисемпе хавхалантару тỹлевĕ. "Едина Россия" парти вара Сывлăх сыхлавĕн министерствине медицина ĕçченĕсен ĕç укçине шутланă чухне оклад пайне пĕтĕмĕшле шалăвăн 60-70 проценчĕпе танлаштарма сĕнет. Министерствăра пирĕнпе килĕшрĕç". Медицина ĕçченĕсен шалăвне çĕнĕлле шутлассине "Единая Россия" парти хăй тĕрĕслесе тăрĕ.

Çамрăк аннесем валли _ ятарлă курссем.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ 23 çултан аслă мар, пĕр е ытларах ачаллă çамрăк амăшĕсене патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмелли тỹлевсĕр курссене чĕнет. Аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕмелли экзаменсене те çакăнтах хатĕрленме пулать. Куçăмлă майпа (очно) вĕренекенсене уйăхне 2 пин тенкĕ стипенди тỹлеççĕ. Асăннă курссенче вĕренес текен çамрăк аннесен хальхи вăхăтра ытти çĕрте аслă пĕлỹ илмелле мар. Заявленисене ноябрĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 115-мĕш пỹлĕм. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 58-18-40, 48-78-94, 8 903 345 78 94.



"Пирěн пурнăç"
18 октября 2014
11:56
Поделиться