Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Иван Лисаев - прозаик

Вăрçă хыççăнхи тапхăрта, 60-70-мĕш çулсенче, тăван республика хуçалăхпа культурăра çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнỹсем турĕ. Пур çĕрте те: хуласенче, ялсенче хĕрỹ ĕç вĕресе тăчĕ. Шупашкар ГЭС-ĕ, спутник-хула, 1967 çулта Чăваш патшалăх университечĕ уçăлчĕ. Çак çитĕнỹсем литературăра вăй хуракансене хавхалантарчĕç. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕ те çĕнелсе улшăнчĕ: пурăнмалли çуртсем тата шкулсем, ача сачĕсем çĕкленсе ларчĕç. Районта тухса тăракан "Коммунизм çулĕпе" хаçат (ячĕ пурнăç ыйтнипе улшăнса пычĕ) страницисенче ăмăртуллă ĕçре палăрнă колхозниксемпе рабочисем çинчен статьясем, очерксем, вĕсене халалласа çырнă сăвăсем пичетлене-пичетлене тухрĕç. Иван Лисаев калавсем, повеçсем, очерксем çырчĕ, нумай-нумай кĕнеке кăларчĕ. Александр Угольников хаçатçă та литературăра ỹсĕм турĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче поэзире çĕнĕ ятсем палăрчĕç. Вĕсем хушшинче çак авторсене асăнса хăварни вырăнлă пулĕ: А.Трофимов, Н.Сильвестров, Г.Кошелев, А.Никитин, П.Голицын (Голпар), Л.Гаденкин. Çыравçăсем тĕрлĕ темăпа ĕçлеççĕ. Акă И.Лисаев хăйĕн произведенийĕсенче вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтсене, паянхи ĕç çыннисен, ытларах рабочисен, ĕçĕ-хĕлне çутатса пачĕ. А.Угольников вара ача-пăчан хурлăхĕпе савăнăçне, малашлăхне кăтартса пама тăрăшрĕ, çав вăхăтрах "Капкăн" тусĕпе те çирĕп çыхăну тытрĕ. Прозăра В.Стекольщиков, В.Шалтайкин, Р.Ярандайкин, Г.Анисимов тăрăшса ĕçленине палăртса хăвармалла. И.Лисаев, Р.Ярандайкин, А.Угольников кĕнекесем пичетлесе кăларчĕç. Литературăн анлă анинче нумай çул хушши ĕçлесе И.Лисаев прозаик очерксен, калавсемпе повеçсен, романсен кĕнекисене вуннă ытла пичетлесе кăларчĕ. Автор хăйĕн кĕнекисенче вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи пурнăçа сăнласа пачĕ. Çыравçăн чĕлхи те çултан-çул якалса, çивĕчленсе пычĕ. "Вун пиллĕкре эпĕ, комбат" (1975), "Чỹречерен хурăн шаккать" (1979), "Ирт, купăсçă, маларах" (1982), "Тупă сасси илтĕнместчĕ" (1984) кĕнекисем, каярахпа тухнă "Тивĕç" романĕ (вăл малтан "Тăван Атăл" журнал номерĕсенче 1985 çулта пичетленсе пычĕ) Иван Лисаев илемлĕ проза ăсти пулнине кăтартса параççĕ, хăш-пĕр произведенийĕсем кăмăла васкамасăр çавăрса илеççĕ, иртнĕ пурнăçа аса илтереççĕ, вара çыравçă калăпланисене вуласа тухмасăр та май çук. Ку, паллах, вăл пурнăçа чĕрĕ те чăн, тĕп-тĕрĕс ỹкерсе панинче. Иван Лисаев _ çул çуревçĕ. Вăл час-часах республикăри районсенче ĕç çыннисемпе тĕл пулса калаçать, стройкăри рабочисем патне çитме те ĕлкĕрет. Унăн чылай ал çырăвĕсенче _ очерксем. Писателĕн публицистикăлла чĕлхи чăн-чăн пурнăçа илемлĕн сăнласа, вĕсен шалти шухăш тытăмне уçса, пулăмсен çыхăнăвне, аталанăвне йĕрлесе пынинче курăнса тăрать. Иван Лисаев "Ĕçпе кĕрешỹ тĕллевĕ" публицистикăлла статьяшăн ("Ялав", 1982, 10№) "Ялав" журналăн лауреачĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. Иван Иванович Лисаев 1939 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Хирлỹкасси ялĕнче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. 1947 çулта шкулта вĕренме тытăнать. Пантьăкри тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухать. Пĕчĕклех нумай чир-чĕре тỹссе ирттернине пула спорт енĕпе ытти вĕренекенсем хушшинче ỹсĕмсемпе палăрса тăман, çавăнпа та вăл хăй умне вăйлă та çирĕп сывлăхлă пулма тĕллев лартнă. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе Иван Лисаев Етĕрнери педучилищĕне физкультура учителĕсем хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕрет. 1956 çулта Етĕрнери педучилищĕне хупнине пула вăл Канашри педучилищĕне куçать. Вĕренсе тухнă хыççăн 1958-1960 вĕренỹ çулĕсенче Штанашри вăтам тата Питĕркассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче аслă пионервожатăйра, физкультура учителĕнче ĕçлет. 1960 çулта ăна Хĕрлĕ Чутай районĕнче тухса тăракан хаçат редакцине литсотрудника илеççĕ. 1961 çулта ăна райĕçтăвком çумĕнчи "Урожай" спорт обществин председательне суйласа лартаççĕ. Тепĕр икĕ çултан ВЛКСМ Чăваш обкомĕ урлă "Çамрăк коммунист" хаçатра литсотрудникра ĕçлеме тытăнать. 1964-1968 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хурашашри сакăр çул вĕренмелли шкулта историпе физкультура вĕрентсе пурăнать. Ĕçленĕ вăхăтрах, 1967 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе историпе обществоведени учителĕ ятне илет. 1968 çулта Шупашкара куçса каять. Унта 1975 çулччен 2-мĕш стройтрестăн нумай тиражлă "Знамя строителя" хаçатра малтан литсотрудникра, кайран редакторта ĕçлет. 1975 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа "Ялав" журнал редакцийĕнче вăй хурать. Иван Лисаев обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать. 1959 çулта ВЛКСМ Хĕрлĕ Чутай райкомĕн бюро членĕ пулнă. 1970 çулсенче 2-мĕш стройтрестри комсомол организацийĕнче политкружока ертсе пынă. 1970 çултанпа _ КПСС членĕ. 1971 çулта КПСС Шупашкар хула комитечĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм университетĕнчен вĕренсе тухнă.

(Малалли çитес шăмат кун).



"Пирěн пурнăç"
18 октября 2014
11:53
Поделиться