Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕске хыпарсем

- Иртнĕ эрнере районти ветерансем (В.Харитонов, В.Сатлайкин, Р.Никитина, И.Иванов) тата Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен 15 вĕренекен (ертỹçи С.Петрейкина) Шупашкарта иртнĕ "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форумпа килĕшỹллĕн ГТО комплексĕн нормативĕсене ăнăçлă панă.

- Шăмат кун сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Сывлăхпа спорт кунне тухнă. Йăлана кĕнĕ мероприяти массăллă хусканусенчен пуçланнă. Спортсменсем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă. Кăмăл пуррисем ГТО нормативĕсене парас тĕлĕшре хăйсене тĕрĕсленĕ. Çав кунах физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра ăмăрту иртнĕ. Унта 47 ишевçĕ хутшăннă.

- Питĕркасси шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Судакова (вĕрентекенĕ А.Фадеева) Пĕтĕм Раççейри тавра пĕлỹçĕсен вулавĕн республикăри тапхăрне хутшăннă, "Тăван тăрăх летопиçĕ" çум программăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

- Район болницинче октябрĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери врач кунне паллă тунă. Пухăннисене Иван Игнатьев тĕп врач уявпа саламланă, сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекен Л.К.Кчеткована, Г.И. Журавлевана, Л.А.Ярайкинана, Г.Г.Смирнована, Е.Н.Хораськинана Хисеп грамотисем парса чысланă. Çавăн пекех "Земство тухтăрĕ" программăпа килнĕ В.В.Волкова врач-хирурга, Л.В.Зайцева врач-дерматовенеролога, И.Н.Козлова врач-педиатра райбольницăра ĕçлеме пуçланă ятпа саламланă май асăнмалăх парнесем панă.

- Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас енĕпе районта смотр-конкурс пырать. Иртнĕ çул Николай Лисаев фермер, "Коминтерн" тата "Нива" ЯХПК механизаторĕсем техникăна лайăх пăхнипе палăрнă. Ытти хуçалăхсенче машинăпа трактора, агрегатсене çуса тасатман, юсаса йĕркене кĕртмен тĕслĕхсем тĕл пулнă.

- Хаçат ĕçченĕ Альбина Замуткина "Ростелеком" компани йĕркеленĕ регионсем хушшинчи "Эпĕ кунта пултăм" пултарулăх конкурсĕнче иккĕмĕш хут палăрчĕ. Иртнĕ çул конкурса вăл Етĕрне районĕнчи Ильина Гора çинчен, кăçал хамăр районти Кивĕ центрти истори объекчĕсем çинчен çырнă ĕçпе хутшăнчĕ. Пултарулăх ĕçĕ "Курман-пĕлмен Атăлçи тăрăхĕ" кĕнекене кĕрĕ. Ĕçтеш "Ростелекомăн" Чулхулари "Волга" макрорегион филиалĕн Дипломне тата асăнмалăх парнене тивĕçнĕ.



"Пирěн пурнăç"
15 октября 2014
14:09
Поделиться