Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăнасен шухăшĕ

Ирина ВИНЕР-УСМАНОВА, художествăллă гимнастикăн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн Президенчĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ:

"Президент çумĕнчи Канаш темĕнле керменсемпе пысăк пỹлĕмсенче мар, вĕсем çакна валли кирлĕ пулсан та, шăпах спортăн Пăр керменĕнче тата олимп резервĕн шкулĕнче иртни пĕлтерĕшлĕ. Çакă питĕ кăмăллă тата пирĕн Президент, яланхи пекех, пĕтĕмпех тĕрĕс тăвать. Форум пирки вара _ Раççей Олимп вăййисенче çĕнтернĕ хыççăн çакăнта пин-пин çын килни питĕ тĕрĕс. Раççĕй мăнаçлă спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Форум ирттерни _ çĕнĕ çыхăнусем, çĕнĕ паллашусем, тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсем, тренировкăсем ирттернĕ тата ăмăртусем йĕркеленĕ пекех _ малалла ăнтăлни".

Александр КАРЕЛИН, Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

"Чăваш Енре пултаруллă та уçă кăмăллă çынсем. Муниципалитетра çакăн пек спорт комплексĕ пулни питĕ аван. Пăр керменĕ те, Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕ те лайăх лару-тăрура, ăна федераци программипе килĕшỹллĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хула питĕ илемлĕ, çынсем те хитре. Унсăр пуçне вĕсем спортпа та туслине шанас килет".

Николай ВАЛУЕВ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

"Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçлакансен уявĕнче эпĕ пĕтĕм ỹсĕм категорине куртăм: çамрăксене те, аслăрах çулти çынсене те.Çакă питĕ савăнтарать, хавхалантарать, мĕншĕн тесен Раççей чăнласах та спорт çĕр-шывĕ. "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса чĕртсе тăратса эпир манăçа тухма пуçланине тепĕр хут аса илетпĕр. Ку комплекс вăя тĕрĕслесе пăхнипе пĕрлех хамăра шанаслăха та ỹстерет".

Александр ВАСИЛЬЕВ, Курган облаçĕн физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ:

"Эпĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хут, эпир чылай мероприятие хутшăнтăмăр, пурне те пăлхантаракан пĕлтерĕшлĕ тата интереслĕ темăсене _ ГТО, спорт резервне хатĕрлесси _ сỹтсе яврăмăр. Регионсенчи ĕçтешсемпе калаçрăмăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр, çавăнпа та икĕ кун хушшинче тухăçлă ĕçлерĕмĕр тесе шутлатăп. Республикăра пурăнакансене хисеплесе пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тăвас килет _ тен, форума хатĕрленнĕ май вĕсем хăйне евĕр чăрмавсем те тỹсрĕç пулĕ. Спорт резервне хатĕрлес енĕпе Чăваш Республикин опытне пĕлме интереслĕ пулчĕ. Форума Курган облаçĕнчен килнĕ делегаци тĕрлĕ дискусси лаптăкĕсенче ĕçлерĕ, спорт шкулĕпе вăтам шкулсен çыхăнăвĕн тытăмĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕ".

Алина КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
15 октября 2014
14:08
Поделиться