Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вăхăта хаклама пĕлĕр

Мĕн вăл патшалăх пулăшăвĕсем? Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе мĕнле усă курмалла? Паянхи кун пирĕнтен кашнишĕнех çак ыйтусем çĕнĕлĕх пулмалла мар. Пĕрлехи порталта регистрациленсе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă курма пурте пĕлме тивĕç. Пĕлме кăна мар, унпа анлă усă курмалла та. Çакăн пек çăмăллăхсем туса пани пĕтĕмпех çынсен вăхăтне перекетлессипе, вĕсене меллĕрех майсем туса парассипе çыхăннă. Пирĕнтен кашнийĕнех патшалăх власть органĕсене пĕрре кăна мар пыма тивнĕ е пыма тивет те: Раççей Федерацийĕн гражданинĕн е ют çĕр-шыв паспортне илме, мăшăрсем пĕрлешнине е уйрăлнине регистрацилеме, куçман пурлăха е транспорт хатĕрне регистрацилеме, ача çурални çинчен свидетельство илме е çын вилнине регистрацилеме, ачана пăхса пурăннăшăн паракан пособие йĕркелеме тата ытти те. Кусем пурте _ патшалăх пулăшăвĕсем. Асăннă пулăшусемпе усă курасси ялан тенĕ пекех тĕрлĕ чиновниксемпе, специалистсемпе тĕл пулассипе, черетсенче тăрассипе, кабинетсем тăрăх çỹрессипе, кирлĕ документсене пухассипе (хăш чухне мĕнле-мĕнле документсем хатĕрлемеллине те пĕлсе çитме йывăр) çыхăннă. Альтернативлă ансат мел те пур. Хальхи вăхăтра патшалăхăн тата муниципалитетăн 142 пулăшăвĕпе килтен тухмасăр та усă курма май туса панă. Çынсен патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле кăна. Анчах та пурте çакна хăй тĕллĕн тума пултараймаççĕ. Е Интернет çук, е пĕлỹ шайĕ çитсех каймасть. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенчи библиотекăсенче çынсене патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленме пулăшу мелĕсем сĕнеççĕ. Кирек кам та кунта асăннă ыйтупа ял тăрăхĕсен администрацийĕсене е ял библиотекисене, нумай функциллĕ центра пыма пултарать. Специалистсем пулăшма шантараççĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕлĕхсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех çынсене пурăнма, хăйсен ыйтăвĕсене татса пама лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă. Апла пулсан патшалăх кỹрекен пулăшу мелĕсемпе май пур таран туллинрех усă курар.

В.МУРЗЕЕВА, "НФЦ" хăй тытăмлă учреждени директорĕ.



"Пирěн пурнăç"
27 сентября 2014
09:08
Поделиться