Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачалăха ырăрах тăвакансем

Тарăн пĕлỹллĕ, пысăк опытлă, ачасемпе хутшăнма, пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çынсем вĕсем _ шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсем. Воспитательсем ачалăха ырăрах, хаваслăрах, асра юлмалларах тăваççĕ. Паянхи кун пирĕн районта шкул çулне çитменнисемпе 58 çын ĕçлет, вĕсенчен чылайăшĕ районта, республикăра иртекен професси пултарулăхĕн конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Кăçал çуркунне районта иртнĕ "Çулталăк воспитателĕ" конкурсра пĕрремĕш вырăна "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Валентина Вазикова тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара _ "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Светлана Триковская тата Çĕн Атикасси шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче тăрăшакан Лариса Пандакова. Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланипе, ачасене юратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
27 сентября 2014
09:07
Поделиться