Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕске хыпарсем

- Калкасси ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, тăлăх салтак арăмĕ Ульяна Абакумова 95 çул тултарнă май сентябрĕн 24-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне илнĕ.

- Сентябрĕн 25-мĕшĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 51-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинче депутатсем тăхăр ыйтăва тишкернĕ.

- Юн кун районти вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн 28-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ - Районти муниципаллă автомобиль çулĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕç малалла пырать. Çак кунсенче "Стройка _ БН" общество ĕçченĕсем "Сура _ Ишеккасси" автоçул çинчи шăтăк-путăка сапланă. Пĕтĕмпе вара 100 тăваткал метр çул юсанă. Çак тĕлĕшпе çичĕ тонна асфальт тата вак чул тăкакланă, ĕçе виçĕ единица техника тата тăватă çын пурнăçланă. Хальхи вăхăтра юсав ĕçсем "Сура _ Утаркасси" автоçул çинче пыраççĕ. Ĕçсене "Резон" ТЯО пурнăçлать.

- Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче "Çуратсан хĕрарăм аталанать" ятпа çавра сĕтел пулнă. Çемьен паха енĕсене çирĕплетес, амăшĕн сумне ỹстерес тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятие ача кĕтекенсем хутшăннă.

- Çавăн пекех ЗАГС пайĕнче "Çулталăкри çемье _ 2014" республика конкурсĕн районти тапхăрĕн финалĕ пулнă. Районти тапхăрта пĕтĕмпе 12 çемье тупăшнă. Вĕсенчен иккĕшĕ, Барышниковсемпе Максимовсен çемйисем, финала тухнă. Максимовсен çемйи финалта çĕнтернĕ май республикăри тапхăра хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.



"Пирěн пурнăç"
27 сентября 2014
09:06
Поделиться