Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕске хыпарсем

- Шăмат кун сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спорта юратакансем черетлĕ Сывлăх кунне пухăннă. Район центрĕнчи тĕп стадиона 800 ытла çын тухнă.

- Сентябрĕн 21-мĕшĕнче кунтах кĕркуннехи тĕп спорт мероприятийĕ _ "Наци кросĕ" _ иртнĕ. Малтанах VIP-чупăва сумлă хăнасем, районти ертỹçĕсем тухнă, вăл шутра ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата ыттисем. Каярахпа тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем ăмăртнă.

- Мăн Этмен шкулĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Савăнăçлă мероприятие шкултан вĕренсе тухнисем, педагогика ветеранĕсем, ял çыннисем, хăнасем пухăннă. Сумлă хăнасенчен пĕри ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова пулнă. Вăл кунта ĕçлекен Альбина Михеева математика учительне, Светлана Васильева воспитателе Хисеп грамотисем, физикăпа вĕрентекен Николай Фадеева тата кĕçĕн классен учительне Галина Бархоткинана министерство ячĕпе Тав çырăвĕсем парса чысланă. Тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене ытти ĕçченсем те тивĕçнĕ.

- Района Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Сергей Скворцов ĕçлĕ çул çỹревпе килсе кайнă. Вăл "Нива" ЯХПК-на çитсе выльăхсене хупса тăратмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ. Патшалăх ветеринари инспекторĕ "Авангард" ТЯО-на, Утаркассинчи ветеринари участокне те çитсе курнă. - Чернобыльти аварие сирме хутшăннă граждансене патшалăх социаллă пулăшупа тивĕçтерме тăрăшать. Çак кунсенче Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Николай Балабанов кил-çурт условийĕсене лайăхлатма паракан социаллă тỹлеве тивĕçнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кун пек пулăшăва икĕ çын илнĕ, çурт-йĕр сертификатне илме пĕтĕмпе виçĕ çын черетре тăнă.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2014
10:06
Поделиться