Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Саккуна пăснă

Район прокуратури "Жилсервис" ТЯО-ра тĕрĕслевпе пулчĕ, ертсе пыракан компани çурт-йĕр саккунне пăхăннине тĕпчерĕ. РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 162 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ертсе пыракан компанин нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене коммуналлă пулăшупа, юсав ĕçĕсемпе укçалла тивĕçтермелле. Пĕтĕмĕшле пурлăх РФ саккунĕ ыйтнипе килĕшсе тăмалла. Тĕрĕслев Хĕрлĕ Чутайри Пĕрремĕш Заводская урамĕнчи 59-мĕш çуртра çитменлĕхсем пуррине кăтартрĕ. Асăннă çурта "Жилсервис" ТЯО пăхса тăрать. Çурт-йĕр фончĕн техника эксплуатацийĕн правилисемпе нормисене пăхăнманни куçа курăнать: çуртри электричество сечĕсене кулленех тĕрĕслесе тăмаççĕ, пур подъездра та витĕр çутă яракан япаласене (светопрозрачные заполнения) вăхăтра тасатмаççĕ, подъездсене йĕркеллĕ тирпейлемеççĕ (радиаторсене тĕрĕслемеççĕ), çуртăн путвал пỹлĕмĕнче канализаци пăрăхĕсем юсавсăр, унти температурăпа нỹрĕк режимне тытса тăмаççĕ. Çỹлерех асăннă çитменлĕхсем "Жилсервисра" тăрăшакан уйрăм должноçри çынсем саккуна пăснине çирĕплетеççĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе ертсе пыракан компани директорĕн В.Селивановăн РФ КоАП-ĕн 7.22 статйипе административлă явап тытма тивет. Унсăр пуçне çитменлĕхсене те пĕтермелле пулать.

С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн çумĕ.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2014
10:04
Поделиться